Пур хыпар та
Право тата закон
16 Апрелӗн 2019, 12:17

Автобуспа усăланатăр пулсан, лицензи илĕр

Мартăн 1-мĕшĕнчен, пассажир вырăнĕсем саккăртан ытла пулсан, автобус валли тума тивĕçлĕ йĕркепе лицензи илмелле.

„Ĕçсен уйрăм тĕсĕсене лицензилесси çинчен” ФЗ улшăнусем кĕртнĕ, вĕсем тăрăх автобуспа пассажирсем турттарма лицензи илессине шута илнĕ. Вĕсене пурин те пурнăçламалла, çав шутра государство влаçĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен те.
Пассажир турттаракан М2 тата М3 категориллĕ, водитель вырăнĕсĕр пуçне тата лармалли саккăр ытла вырăн пур транспорт хатĕрĕсем автобус пулса шутланаççĕ.
Маларах предприятисем тата ытти организацисем хăйсен кирлĕлĕхĕшĕн автобуспа усăланнă чухне (работниксене ĕç вырăнне турттарасси, ытти служба тĕллевĕсем валли тата ытти) çакăн пек лицензи илесси кирлĕ марччĕ.
Çĕнĕлĕх, сăмахран, пушар хуралĕн, васкавлă медицина пулăшăвĕн, полицин, Росгвардин автобусĕсем турттарнине пырса тивмест.
Ространснадзор органĕсем лицензи парĕç.
Лицензисĕр турттарма чараççĕ тата çавăншăн закон тăрăх яваплăх тыттарассине шута илнĕ, вăл кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет.
Организацин е предпринимателĕн харпăрлăхĕ пулса тăракан транспорт хатĕрĕ çинчен сведенисене тивĕçлĕ реестра кĕртеççĕ. Сведенисене реестра кĕртмен транспорт хатĕрĕпе усăланма чараççĕ.
Д. БЕЛЯШЕВА,

прокурор помощникĕ.
Читайте нас: