Айăпланма пултаракан арçын çав кунхине самаях ĕçнине, унăн кампа та пулин хирĕçес кăмăл çуралнине кăтартнă. Вăл килĕнче малтан хăйĕн арăмĕ çумне сăлтавсăрах çулăхма хăтланнă, анчах мăшăрĕ унăн хăтланăшĕсене хирĕç ответлемен. Унтан арçын зала кĕнĕ, ачасем çавăнта ларнă, хăйĕн хĕрĕ патне пырса вĕлерессипе хăратса, пăвма тытăннă.
Хĕрача сăмахĕ тăрăх, вăл хытă хăранă, мĕншĕн тесен çынсене пăвнине, вĕсем çавăн хыççăн вилнине телевизорпа маларах курнă.
Тунă преступленишĕн айăплă çынна икĕ çула ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.
район прокурорĕн заместителĕ.