Пур хыпар та
Право тата закон
9 Декабрӗн 2018, 13:19

Прокуратура ача садне тата шкула тĕрĕсленĕ

Чăваш Хурамалĕнчи шкулта тата ача садĕнче прокуратура тĕрĕслев ирттернĕ.

Массăллă информаци хатĕрĕсем пĕлтернĕ тăрăх, маларах унта ăшă паманни çинчен хыпар пулнăччĕ.


Вĕрентÿ учрежденийĕн пуçлăхĕ котельнăйĕнчи кивелнĕ хурансене кăçалхи çул пуçламăшĕнчех улăштармалли пирки пĕлнĕ, анчах çĕнĕ хурансем туянас ӗçе вăраха тăснă. Чиновниксем проектпа смета докуменчĕсене хатĕрленĕшĕн вăхăтра укçа-тенкĕ тÿлемен тата проектри çитменлĕхсене туса пĕтермен. Котельнăя юсамалли контракта сентябрь уйăхĕнче çеç алă пуснă. Инкеклӗ лару-тăрăва пĕлсе тăрсах район администрацийĕ вĕрентÿ заведенийĕ çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр пулнине çирĕплетнĕ.


Çитменлĕхсене вăхăтра пĕтерменнине пула ноябрь уйăхĕнче шкулти сывлăш температури 15 градусран аяларах аннă‚ ача садĕнче - 15‚6 градуса çитиччен. Çавна пула ача сачĕ виçĕ эрне ытла хупă тăнă.


Прокуратура район администраци пуçлăхĕн ячĕпе çыру-представлени çырнă. Айăплисене явап тыттарма тĕрĕслев материалĕсене Роспотребнадзорпа Инкеклĕ лару-тăру министерствине ярса панă. Паянхи кун котельнăйĕнче юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ‚ вĕрентÿ учрежденине ăшă панă.


Гульфия Акулова. http://www.bashinform.ru
Читайте нас: