Кунта тиха чухне вăл чупнă
Кайран чухланă: мĕн вăл хăмăт?
Пăрлак çулпа та утнă хăвăрт
Паян хистет пилеш хуллийĕ
‚Çук канăç кăнтăрла‚ çĕрле:
Таçта васкать-çке ун хуçийĕ
Тупасшăн тем таçти çĕрте.
Çул вăрăм пуль тиевлĕ лавăн‚
Сĕм тĕттĕм каç пек тикĕт лакăм
Лавçин куçсем çиçеç кăваррăн‚
Вăй пур ун‚ пур ун ĕмĕт те‚
Ăна эп çийĕнчех палларăм:
Хĕрарăмăн пит пысăк терчĕ‚
Пĕрмай пăхать вăл кай енне.
Чĕрем карт! турĕ те систерчĕ:
Капмар ларать çăка çÿпçийĕ
Унта - хĕрарăмăн туприйĕ:
Тĕрри‚ хушпу та пир тĕрки.
Пурах унта ик-виçĕ калăп‚
Чикнех çут вĕçлĕ шĕшлине...
Ăçта кайсассăн та‚ мĕн калăн‚
Пĕрлех пулсассăн пурнăç çулĕ
Тен‚ эпĕ хам та сикнĕ пулĕ
Шăпах çав сарă сăпкара....
Утать тур ут пуçне ухмасăр
Пилеш хулли‚ канма памасăр‚
Час-час вистет йĕпе тире.
Ак илтĕнсе тăрать пĕр хушă
Эппин‚ манман илмешкĕн юрă
Тавах Турра пĕрле илнишĕн
Тăван сăмахăн çÿпçине....