1998 çухи февралĕн 15-мĕшĕнче пирĕн района Чăваш Республикинчен пысăк делегаци килсе çитрĕ. Унта икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, техника наукисен кандидачĕ Андриян Николаев та пурччĕ. Хисеплĕ тата сумлă летчик-космонавта кĕтсе илме пĕтĕм ял тухрĕ. Культура çурчĕ хаклă хăнасемпе паллашас текенсемпе тулличчĕ. Район пуçлăхĕ Мидхат Валитов космонавт ячĕпе ырă тата ăшă сăмах нумай каларĕ. Чăваш халăхĕн чаплă ывăлĕ пирĕн асра вăтам пÿллĕ, патвар пÿ-силлĕ арçын пек юлчĕ. Унăн çутă йăл кулли, кăмăллă тата лăпкă сасси илĕртрĕç. Андриян Григорьевич микрофонсăрах чăвашла каларĕ. Вăл вĕренÿ çулĕсем, космонавтсен пĕрремĕш отрячĕ тата космос çинчен каласа пачĕ. Унтан ыйтусем, сунăмсем пулчĕç, автограф илчĕç. Пирĕн килте Чăваш Енĕн Аслă ывăлĕ 60 çул тултарнине халалласа 1989 çулхи сентябрĕн 9-мĕшĕнче пичетлесе кăларнă „Ялав” журнал упранать, унта унăн автографĕ пур: „Сирĕн çемйĕре - чи лайăх сунăмсем. А.Г. Николаев. 15.02.98 ç.”
2019 çулхи июнь уйăхĕнче Пушкăртстанран пирĕн ушкăн Шупашкар хулине 550 çул çитнине уявлама кайрĕ. Эпир Андриян Григорьевичăн тăван ялĕнчи Космонавтика музейĕнче пулса куртăмăр. Чăваш Республикинчи Шуршăл ялĕ халĕ – сăваплă вырăн. Çак тĕлĕнмелле вырăна пиншер çÿревçĕ килет. Çавăнта вырнаçнă музей унчченхи СССР территорийĕнче чи пуянни шутланать. Унта летчик-испытатель пĕрремĕш экспедици хыççăн Чăваш Республикин халăхĕпе тĕл пулнă чухне çÿренĕ кабриолет (ЗИС-110) пур. Юнашар часавай туса лартнă, унта космонавта пытарнă. Шалта, çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те, чĕрĕ чечексем. Вырăнти шкул садĕнче вара Николаев хăйĕн мăшăрĕпе, Валентина Терешковапа, лартнă улмуççисем чечекленеççĕ.
Шуршăлта ÿссе çитĕннĕ 33 çулхи çын 1962 çулхи августра пĕрремĕш хут космоса вĕçнĕ. Унăн экспедици тĕллевĕсем вăрахчен вăрçă вăрттăнлăхĕ шутланнă. Сакăр çултан, иккĕмĕш вĕçев вăхăтĕнче, вăл Виталий Севастьяновпа пĕрле космосра çын пулнин вăхăчĕ тĕлĕшпе рекорд тунă, çавна пула совет ученăйĕсем йывăрăшсăрлăх тата хĕвел радиацийĕ çын организмне мĕнле вăйăм кÿни çинчен пĕлнĕ. Унтан Николаев космонавтсем хатĕрлекен Ю.А. Гагарин ячĕллĕ Центр начальникĕн пĕрремĕш заместителĕнче ĕçленĕ. Виççĕмĕш вĕçев çинчен ĕмĕтленнĕ, анчах çÿлтен панă кăтартусемпе çамрăк космонавтсене çул пама хушнă. Андриян Григорьевич „Уйăх программипе” хатĕрленÿ иртнĕ, экипажсенчен пĕрин командирĕ пек вĕçмелле пулнă, анчах космос карапĕсен главнăй конструкторĕ Сергей Королев вилнĕ хыççăн программăна хупнă.
Андриян Николаев яланах пирĕн асра чăваш халăх ятне инçетри çăлтăрсем патне çĕкленĕ паттăр пулса юлĕ.