Чăваш Ене вĕсене тăван чĕлхешĕн, тăван культурăшăн тунсăхлани туртать. Таврапĕлÿçĕсем Гурий Комиссаров (Вантер) этнограф, историк, ăсчах еткерлĕхне упраса хăварас енĕпе нумай ĕçлеççĕ. Çĕрпÿ районĕнче çуралса ÿснĕ Гурий Иванович Комиссаров Чĕмпĕрти чăваш учителĕсене хатĕрлекен шкулта вĕреннĕ, каярах Уфара семинари пĕтернĕ, унта ĕçлесе пурăннă.
Хăй каласа хăварнă пек, ăсчахăн вилтăприне Киров облаçĕнчен куçарса тăван çĕре илсе килес енĕпе ĕçлеççĕ.
Пушкăртстанри чӑваш таврапӗлӳҫисем унти чӑваш ялӗсен историне те нумай тӗпченӗ. Сӑмахран, пушкӑртсен наци паттӑрӗ Салават Юлаев чӑваш ялӗнче ҫуралнине, вӑл ҫурма чӑваш пулнине тӗпчесе пӗлнӗ.
ЧНК вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров аякран килнĕ хăнасенчен чăваш чĕлхине, тăван культурăна сыхласа хăварассипе Пушкăрт Республикинче епле лару-тăру пулнипе кăсăкланнă, Раççейре çывăх вăхăтра иртекен Халăх çыравĕнче чăвашсем хăйсене чăваш пулнине кăтартччăр тесен мĕнлерех ĕç-пуç туса ирттермелли пирки каласа панă.
Хăнасем хăйсем юлашки вăхăтра кăларнă таврапĕлÿ кĕнекисене конгреса парнеленĕ.
Калаçу питĕ кăсăклă та тухăçлă иртнĕ.
-4 °С
Пӗлӗтлӗ