Халĕ кил хуçи арăмĕн кашни чÿрече янахĕ çинче, сахалтан та, пилĕк чечек куршакĕ. Вĕсем унчченхи ача-пăча пÿлĕмĕнче пуринчен нумайрах. Хĕрĕ çитĕнсе çитнĕ, хулана пурăнма куçнă, нумаях та мар хăй те анне пулса тăнă. Вăл хăнана килсен кашнинче „тропик вăрманĕнче” вырнаçать. Диана Винеровна экзотикăлла тĕмсенчен хăйĕн пысăк мар коллекцине çапла калать, унăн пысăкрах пайĕ цитруссенчен тăрать.
- Акă лимонсем. Вĕсем „çулланнă” ĕнтĕ, çимĕç пама пăрахрĕç. Унччен туссем хăнана килсен килти „йÿçекпе” çеç чей ĕçетпĕр тетчĕç. Чи хаклă экспонатсем – каламондинсем. Вĕсене мана хĕрĕм парнеленĕ пирки вĕсем маншăн чи хаклисем. Кунта вара апельсинсем çитĕнеççĕ... – пысăк мар экскурси ирттерчĕ хĕллехи сад хуçи.
Кăçалхи çуркунне вăл илем кÿрекен граната тимлĕх уйăрать. Туяннă вăрлăхсем шăтса тухса, халĕ çимĕç параççĕ. Вĕсем питĕ йÿçĕ, çиме юрамасть. Диана Винеровна иртнĕ çулла ананас мĕнле ÿснине те çавăн пекех кăсăкланса сăнанă. Вăл тутлă пулнă. Пĕр кунхине ăна çемье сĕтелĕ хушшинче кăмăлпа çисе янă.
- Эпĕ улма-çырлара тупнă вăрлăхсемпе эксперимент тума юрататăп. Ачасем папайя тутанса пăхма илсе килнĕччĕ. Тÿссе тăраймарăм, унран мĕн юлнине ÿстерме лартрăм. Тĕлĕнмелле, анчах вăл шăтса тухрĕ, - каласа пачĕ ботаникăна юратакан.
Диана Винеровнан „килти тропик” ÿстермелли нимĕнле вăрттăнлăх та çук. Ÿсентăрансене ахаль гумуспа апатлантарать, вĕсем магазинта туяннă тăпра çинче ÿсеççĕ. Вăхăтра шăвармалла, çуртри температурăна, нÿрлĕхне тата çутă шайĕсене асăрхаса тăмалла çеç. Çавна пула сывлăша нÿретмелли хатĕр тата фитолампăсем туянма тивнĕ. Вĕсемсĕр ÿсентăрансем хĕлле пĕтеççĕ, çулла вара вĕсем теплицăра пулсан лайăхрах.
- Сад маншăн ача сачĕ еверлĕ. Ÿсентăрансене ачасене пăхнă пекех пăхатăп. Вĕсем чирлесен эпĕ те асапланатăп, вĕсене хĕрхенетĕп, - тет воспитатель.
Халĕ вăл 40 воспитанникран тăракан икĕ группăна пăхса тăма пулăшать. Хăйĕн кăмăл еккине ĕçпе çыхăнтармастăп тет. Анчах 1990-мĕш çулсенче, СанПин нормисем хальхи пек çирĕп пулман чухне, ача садĕнче унăн чечекĕсем, йывăçĕсем ÿснĕ, начальниксем вара ăна чи лайăх аквариумшăн мухтанă.
- Чĕрчунсене пит юрататăп. Килте манăн тернецисемпе, брабуссемпе тата çуйăн чĕпписемпе икĕ аквариум пур. Попугай усрама хăтлантăм, анчах кушакпа çак ĕç пымасть. Килкартишĕнче унччен таса йăхлă Рекс овчарка пурăнатчĕ. Çурта халĕ ун вырăнне çамрăк йытă хураллать, эпир ăна полицинчи питомникран илтĕмĕр, - каласа пачĕ вăл.
Çакăнсăр пуçне Диана Винеровна хăйĕн юратнă чечекĕсене хĕресле тĕрлет. Унăн ĕçĕсем хушшинче нумаях та пулмасть ача-пăча картинисем пулса тăнă – мăнукĕ валли. „Хобби валли çакăн чухлĕ пушă вăхăт мĕнле тупатăр?” ыйту çине çапла хурав пачĕ: „Телевизор пăхмастăп”. Ун вырăнне компьютерпа илемлĕ кĕвĕ хускатать те хăйĕн кăмăл еккине лăпкăн тăвать. Акă кама пенсинчи тунсăхлă пурнăç хăратмасть.
Экзотикăллă ÿсентăрансемпе илĕртÿллĕ эксперимент тума сире пулса çитнĕ çимĕç кирлĕ пулать.
Кăпăш тăпра суйласа илĕр, çамрăк ÿсентăрансене ытлашши шыв ан сапăр. Шута илĕр: лартнă вăрлăхсенчен хăшпĕрисем вăрах шăтаççĕ, çавăнпа та пĕр уйăхран пуçласа виçĕ уйăх таран кĕтме тивĕ.
Килти условисенче вăрăран ÿстернĕ лимон
Лимон çутă юратакан ÿсентăран. Çутă вăйĕ улшăннине йывăр тÿссе ирттерет, çăмăллăнах çулçине тăкма пултарать. Комплекслă апатлантарнине кăмăллать. Çăра çеçкене ларать, анчах та ытлашшине татса пăрахсан лайăхрах. Ÿсентăран нумай çимĕç çитĕнтереймест. Çимĕçсем мĕн чухлĕ сахалрах, вĕсем çавăн чухлĕ шултрарах. Ăна час-часах килте ÿстереççĕ, анчах та çимĕçĕ 5-7 çултан кăна пулма пултарать.
Пулса çитнĕ лимон вăрлăхне кăларса илĕр, ăшă шывра çăвăр. Ăна тăпрана 1,5 см тарăнăшне лартăр. Куршака полиэтиленпа хуплăр. Пÿлĕмре 20-21 градус ăшă пулсан вăрăсем пĕр-икĕ эрнерен шăтса тухĕç. Тăпра нÿрĕлĕхне асăрхаса тăрăр: лимон типсе кайнине тÿсеймест.