Аургазă хыпарçи
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
28 Нарӑсӑн 2021, 12:30

Пандеми çирĕплĕхе çивĕч тĕрĕслерĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕн муниципаллĕ район Совечĕн ларăвĕнчи отчетлă доклачĕ. 2020 çул коронавирус сарăлассипе çыхăннă „Пысăк хатĕрлĕх” режим условийĕсенче иртрĕ. Пурнăç кăларса тăратнă лару-тăру тĕлĕшпе пирĕн хатĕр решенисем пулмарĕç.

Çирĕплĕхе тĕрĕслессине эпир тÿссе ирттертĕмĕр, республика руководстви лартнă задачăсене пурнăçларăмăр. Шел пулин те, çухатусем те пулчĕç. Вĕсем пире ĕçтешсен тата çывăх çынсен сывлăхне хаклама вĕрентрĕç. Эпир пĕрле, килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлерĕмĕр. Çак тапхăра тивĕçлĕ иртрĕмĕр. Анчах та лăпланма иртерех-ха!
Иртнĕ çул паллă датăсемпе тата обществăлла-политикăлла событисемпе пуян пулчĕ.
1. Пирĕн район пĕтĕм çĕршывпа пĕрле Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне паллă турĕ. Нумай мероприяти ирттертĕмĕр, çав шутра палăксемпе обелисксене реставрацилес тата çĕнетес енĕпе юсав ĕçĕсем йĕркелессине, Çĕнтерÿ аллейи тăвассине уйрăм тимлĕх уйăртăмăр.
2. Июлĕн 1-мĕшĕнче çĕршыв халăхĕ Россия Федерацийĕн Конституцине тÿрлетÿсем кĕртессишĕн сасăларĕ. Аургазăсем лăпкă тата малалла аталанушăн, пирĕн çĕршывăн пуласлăхĕшĕн пĕр шухăшлă пулса пĕлтерчĕç.
3. Муниципаллĕ район Совечĕн суйлавĕ иртрĕ. Депутатсен корпусĕ чылай çĕнелчĕ. Пĕр-пĕрне шанни çинче никĕсленнĕ пулса кайнă йăласем сыхланса юласса тата чи кирлĕ ыйтусене татса парасси конструктивлă режимра иртессине шанса тăратăп.
4. Иртнĕ çул республика 30 çул тултарнипе паллă пулчĕ. Пушкăртстан Россия государство тытăмĕн шанчăклă никĕсĕ пулса тăнине 30 çул каялла тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ.
5. Аургазă районĕ пулса кайнăранпа 90 çул çитнине паллă турĕ. Çулталăк тăршшĕне тунă ырă ĕçсенчен нумайăшне çак паллă событине тÿр килтернĕ.
Район тĕп çул-йĕрпе хăвăртлăха кемĕтмесĕр малалла ĕçлерĕ. Пандемипе çыхăннă чи начар шикленÿсене пăхмасăр, эпир пурнăçăн мĕнпур сферинче те динамикăллă аталанса пытăмăр.
Республикăри хуласемпе районсен вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен эффективлăхне комплекслă хак панин умĕнхи çулхи пĕтĕмлетĕвĕсене тунă. Аургазă районĕ – малта пыракан пилĕк район шутĕнче.
Бюджет
Пирĕн бюджет çÿллĕ шайри тĕрĕслев иртрĕ, ăна 973 млн тенкĕ суммăлăх пурнăçланă.
Хамăр тупăш тăрăх бюжета кĕнĕ укçа-тенкĕне 37,3 млн тенке, çав шутра район бюджечĕ тăрăх 25,5 млн тенке ÿстерме пултартăмăр. Çакă ĕç укçи, пулăшусемпе ĕçшĕн тÿлеме хушма укçа-тенкĕ яма май пачĕ.
Район бюджечĕ социаллă тĕллевлĕ пулса юлать – тăкаксен пысăкрах пайне социаллă сфера отраслĕсем йышăнаççĕ.
Бюджет тупăшĕсене ÿстересси тата миллиардлă кăтарту урлă каçасси - пирĕн чи кирлĕ задачăсенчен пĕри пулса юлать.
Экономика
Район бюджетне тупăш кĕресси экономикăн чăн секторĕн продукци туса илесси ÿссе пынин туртăмне сыхласа хăварнă предприятисем стабиллĕ ĕçленинчен килет. Предприятисен çаврăнăшĕ 1,5 хут ÿснине, вăл 4 млрд тенке яхăн пулнă, реализацилеме тиесе ăсатнă продукци калăпăшĕ 82% ÿснине палăртатăп. Çакăн пек ÿсĕм пирĕн тахçанах пулман.
Ялхуçалăх предприятийĕсем (66,5%) тата промышленность çаврăнăшăн пысăкрах пайне тивĕçтереççĕ. „Кызыл таш” кирпĕч завочĕ, сĕт завочĕ, Çĕнĕ Адзитар ялĕнчи сысна комплексĕ ĕçленĕ пулсан результат тата пысăкрах пулĕччĕ.
Малашне производствăра çĕнĕ инвестици проекчĕсем реализацилени, пур пек хăватсемпе туллин усăланни экономикăри калăпăшсене пĕлтерĕшлĕ ÿстерме май парĕ.
Инвестицисем.Предпринимателлĕх
Тĕп капитала хывнă инвестицисен калăпăшĕ икĕ хута яхăн ÿснĕ, 1,3 млрд тенкĕ пулнă. Инвестицисен пысăкрах пайĕ – АПК сферинче – 1 млрд тенкĕ ытла. Тĕрлĕрен федераллă тата регион программисемпе усăланса бюджета 295 млн тенкĕ инвестици явăçтарма пултартăмăр.
Халĕ районта 6 млрд тенкĕ ытла суммăлăх 45 пĕчĕк тата пысăк инвестпроект реализацилеççĕ. Инвесторсемпе предпринимательсем 92 çĕнĕ ĕç вырăнĕ тунă. 44 „Предприниматель сехечĕ” иртнĕ, унта уйрăм граждансем тата бизнес-пĕрлешÿ 1 млрд тенке яхăн суммăлăх хăйсен проекчĕсене тăратрĕç. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем хăйсен территорине аталантарма çĕнĕ проектсем хатĕрлеме тивĕçлĕ.
Республика шайĕнче пулăшу мерисен пысăк пуххине йышăннă. Çак самант тĕлне сумма 40 млрд тенке çывхарнă. Сотрудниксене официаллă майпа ĕçе йышăннă тата бизнеса уçăмлă йĕркеленĕ предпринимательсем 1,5 млн тенкĕ таран тÿрĕ тÿлевсем илнĕ. Анчах çакă нумаях та мар.
Предпринимательсене государство муниципаллĕ пурлăхпа усăланнăшăн аренда тÿлевĕнчен хăтарнă, çĕр налогĕ тăрăх аванс тÿлевĕсене пăрахăçланă, пурлăх налогĕ тăрăх ставкăна 1,7% таран кемĕтнĕ, пулма пултаракан тупăшăн пĕр пĕтĕм налогне чи сахал шая çитернĕ, 2021 çулта ялхуçалăх таварĕ туса илекенсемшĕн пĕр пĕтĕм ялхуçалăх налогне пĕтерĕç. Çак утăмсем, паллах, ирĕксĕртен тумалли, анчах та малашне вĕсем хăйсене тÿрре кăлармалла.
Çĕнĕ направленисем тăрăх та субсидисем панă: туянма планлакан тата туяннă оборудовани, социаллă предпринимателлĕх валли, аренда тата коммуналлă пулăшусем енĕпе тăкаксене саплаштарма. Пулăшăвăн мĕнпур тĕсне кăçал та парĕç.
Хамăр предпринимательсенчен эпир производство фончĕсене модернизацилессине, çĕнĕ технологисем ĕçе хывассине, финанс-экономика ĕçĕн уçăмлă схемисене кĕтетпĕр, çакă туса илекен продукци ассортиментне анлăлатма тата пахалăхне ÿстерме, тивĕçлĕ ĕç укçипе çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тума май парĕ.
Строительство
Ял тăрăхĕсенче çуртсем лартасси активлă пычĕ. Пирĕн кунта пурăнмалли çурт-йĕр массивĕсене социаллă объектсемпе тивĕçтермелле, инженери коммуникацийĕсене модернизацилемелле, çулсене йĕркене кĕртмелле. Ку ыйтусене тапхăрсемпе татса парăпăр.
1. Толбазă ялĕнчи 2 №лĕ çурçĕр микрорайонĕнче çуртсем туса лартас тата аталантарас енĕпе ĕçсем малалла пыраççĕ. Район администрацийĕн проект-смета документацине (ПСД) республика бюджетĕнчен финансласси çинчен заявкине ПР бюджет инвестицийĕсем тăрăх Экспертсен Советĕнче пăхса тухнă. Çак тĕллевсем валли 18 млн тенкĕ уйăрса панă. Халĕ автомобиль çулĕсене (14 км), шывпа (16 км), газпа тивĕçтерессине (16 км), çаплах ача сачĕпе çĕнĕ шкул тăвассине проектласси пырать. Проект -смета документацийĕ госэкспертиза иртет. Иккĕмĕш кварталта эпир проектăн пĕр пайне курма пултарăпăр, унтан „Яллă территорисене комплекслă аталантарасси” государство программине хутшăнма заявка тапхăрсемпе хатĕрлĕпĕр.
2. 22 ялта пурăнакансене пахалăхлă шывпа тивĕçтерес енĕпе проблемăсене тапхăрсемпе татса парас ĕç малалла пырать. Аургазăри ушкăнла шыв пăрăхĕ кивĕ. Ку ыйту тăрăх çине тăрса ĕçлетпĕр, анчах та ĕç вăраха кайрĕ. Апла пулин те, I-мĕш тапхăрĕн ПСД хатĕр, госэкспертиза иртет. Пĕр вăхăтрах ушкăнла шыв пăрăхне реконструкцилемелли II тата III-мĕш тапхăрсене проектлама документаци хатĕрлетпĕр.
3. Толбазă ялĕнчи „Канализаци тата шыв юхтарса ямалли сетьсен тасату сооруженийĕсене тăвасси” объект тăрăх ПСД туса хатĕрленĕ, вăл госэкспертиза иртнĕ. 2021 çулта эпир республикăри тĕллевлĕ программăсене кĕме заявкăсем патăмăр. Вĕсене ырласан тата бюджетран укçа-тенкĕ уйăрса парсан строительство ĕçĕсем пуçланма пултарĕç.
4. Аургазă юханшывĕн 7,3 км тăршшĕ шыв çулне тасатассин иккĕмĕш тапхăрĕ вĕçленчĕ. Пĕтĕм хакĕ 8,7 млн тенкĕ пулчĕ. Кăçал Турумбет ялĕнчи Уршак юханшывне тасатма тата шыв çулне тÿрлетмелли ĕçсем пуçлама планлатпăр.
5. Районăн вырăнти, муниципалитетсем хушшинчи автомобиль тата ялсен урамĕсенчи çулсене пăхса тăма, юсама, тума, проект ĕçĕсем тума 100 млн ытла тенкĕ хывнă.
Иртнĕ çулта районти ялсенчи тăхăр урамри çулсене, муниципалитетсем хушшинчи икĕ çула асфальт сарнă тата юсанă. Толбазă ялĕнчи пилĕк урама асфальт сарма пуçланă. 47 автомобиль, çав шутра ялсем хушшинчи тата ялсенчи çулсене хăйăр сарнă, кĕперсем юсанă. Социаллă объектсем патне пымалли çулсене анлăлатнă, асфальт сарнă, машина тăратмалли площадкăсем оборудованиленĕ. Социаллă объектсем патĕнче çутăпа, искусственнăй тикĕсмарлăхсемпе çуран каçăсем тунă.
6. Эстетика çулталăкĕнче район сăнне улăштарассинче тепĕр утăм - „Хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелесси” федераллă проект йĕркипе Толбазă ялĕнче „Урал” спорт тата кану паркне тирпей-илем кĕртесси. Толбазă ялĕн „Софиполь” микрорайонĕнче çавăн пекех спорт тата кану паркне тирпей-илем кĕртме планлатпăр.
7. „Пушкăрт картишĕсем” программа йĕркипе 10 çуртăн картиш территорине тирпей-илем кĕртнĕ.
8. Нумай хваттерлĕ çуртсен тăхăр подъездне юсанă. Тата 10-шне юсама планлаççĕ. Пурĕ 14 подъезда юсанă ĕнтĕ. Программа 2024 çулччен ĕçлет, эпир нумай хваттерлĕ çуртсен мĕнпур подъездне юсама планлатпăр.
9. Ял çыннисем айккинче юлмаççĕ, ял тăрăхĕсене тирпей-илем кĕртес ĕçе активлăн хутшăнаççĕ. ППМИне хутшăнма мĕнпур ял тăрăхĕ заявка панă. 2020 çулта реализациленĕ проектсен пĕтĕм хакĕ 21 млн тенкĕ пулнă. Объектсен шутĕнче: 10 социаллă объект, техникăн пилĕк единици, тăватă масара хÿме тытнă, котельнăй тата обелиск. ППМИ-2021 çаплах районăн 21 ял тăрăхĕ хутшăнĕ.
10. „Единая Россия” партин „Пурнăçланмалли ĕçсем” программи йĕркипе проектсем реализацилеме 3,5 млн тенкĕ укçа-тенкĕ янă, çав шутра вĕренÿ тата культура учрежденийĕсене юсама, палăксене реставрацилеме. Кăçал та çавăн пекех суммăна ĕçе яма планлаççĕ.
11. Эстетика çулталăкĕнче район центрĕ кăна мар, пирĕн ял тăрăхĕсем те лайăх енне улшăнчĕç. Тротуарсем тунă, çĕнĕ хÿмесем тытнă, çĕр ытла хальхи светильник вырнаçтарса лартнă. Тасалăх кунĕсем, йывăç лартас енĕпе акцисем – пĕлтĕр 11 пин ытла йывăç лартнă – иртнĕ. Масарсен территорине тирпей-илем кĕртес енĕпе пысăк ĕç туса ирттернĕ.
Халĕ, хĕллехи сивве пăхмасăр, тăватă объект тăвас ĕçсем пыраççĕ:
- Çул çумĕнчи объект – пасарпа „Чĕрĕ ял” суту-илÿ центрĕ;
- Ишлĕ ялĕнче мегаферма;
- Ишлĕ ялĕнче вăрлăх станцийĕ; - Толбазă ялне пырса кĕмелли вырăнта нумай топливăллă „Астра” АЗС.
Район администрацийĕн çак объектсен туса хатĕрленĕ проект-смета документацийĕ пур, вĕсем экспертиза иртнĕ:
- Толбазă ялĕнчи уçă стадион проекчĕ;
- „Хĕвеланăçĕнчи тавра çул” çаврăнса иртмелли çул проекчĕ.
Çак объектсем тăрăх строительство-монтаж ĕçĕсене финанслама заявка хатĕрлесе ярса панă.
„Толбазă ялĕнче бассейнпа физкультура-сывлăха лайăхлатмалли комплекс” туса лартас ыйту тăрăх 2020 çулхи июльте Пушкăртстан Правительстви ФОКа çĕнĕрен проектлама укçа-тенкĕ уйăрса парасси çинчен решени йышăнчĕ. 2021 çулта проекта туса хатĕрлемелле, госэкспертиза ирттермелле, çавăн хыççăн администраци ФОК тума заявка парĕ.
Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх
Çак сфера умне тухса тăракан йышлă йывăрлăхсене пăхмасăр, коммуналлă служба стабиллĕ ĕçлерĕ.
Ăста ертсе пынипе пĕтĕм комплекса кĕрхи-хĕллехи тапхăра хатĕрлес енĕпе ĕçсене тулли калăпăшпа пурнăçланă. Халĕ хутса ăшăтмалли сезон планлă йĕркепе пырать.
Шыв пăрăхĕ кивĕ пулнипе тата юрăхсăра тухнипе района шывпа тивĕçтерес енĕпе лару-тăру ансат мар йĕркеленет. Çавна пăхмасăр, „Аургазы-Водоканал” вăл кăлтăксăр ĕçлессине тивĕçтерет, аварисене çийĕнчех пĕтерсе пырать, шыв пахалăхне тĕрĕслесе тăрать.
Çÿп-çап реформине пурнăçласси малалла пырать. Халĕ 45 контейнер площадки туса хунă, 597 контейнер тата 13 бункер вырнаçтарса лартнă. Ял тăрăхĕсенче пуринче те санкцилемен çÿп-çап вырăнĕсене пĕтересси пырать. Иртнĕ çулта санкцилемесĕр вырнаçтарнă 20 объекта пĕтернĕ. Пирĕн, сахалтан та, тата 350 ытла контейнер площадки тумалла, санкцилемен 90 çÿп-çап вырăнне пĕтермелле. Çакă питĕ нумай укçа-тенкĕ ыйтать.
Ял хуçалăхĕ
Туса илнĕ пĕтĕм продукци калăпăшĕ, реализацилесе илнĕ тупăш ÿснĕ. Тĕп капитала хывнă инвестицисем 220 млн тенкĕ ытла ÿснĕ. Район техникăна тата ял хуçалăх машинисене çĕнетес енĕпе инвестицисен калăпăшĕпе республикăра пĕрремĕш вырăнта.
Регионти сĕт паракан выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе пысăк агропредприятисенчен пĕрин - „Урожай” компани ушкăнĕн - 6,5 пин пуç ытла мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетмелли тата 2980 пуç выльăх самăртмалли ĕне ферми пысăк инвестици проектне реализацилесси вĕçленсе пырать. Инвестицисен пĕтĕм калăпăшĕ 4,5 млрд тенкĕ ытла пулĕ. Проект 80 çĕнĕ ĕç вырăнĕ тума май парĕ.
„Урожай” компанисен ушкăнĕн тата тепĕр инвестпроекчĕ - сехетне 20 т хăватлăхпа хальхи селекци-вăрлăх ĕрчетмелли центр. Инвестици калăпăшĕ – 240 млн тенкĕ.
Производствăна модернизацилесси ытти хуçалăхсенче те активлă пырать. „Дружба” СПКра тырă тасатакан комплекс туса лартнă. Пĕтĕм хакĕ – 20 млн тенкĕ. „Салават” ХФХ ОООра тырă тасатакан комплекса реконструкциленĕ, çу паракан культурăсен вăрлăхне ĕçлесе хатĕрлес енĕпе цех хута янă. Инвестицисен калăпăшĕ – 21 млн тенкĕ.
Экономикăн пĕлтерĕшлĕ пайне – уйрăм хушма хуçалăхсене - хута яма май паракан стратеги проекчĕ „Чĕрĕ ял” муниципаллĕ проект пулса тăрать. Юлашки çулсенче 50 ытла уйрăм хушма хуçалăх ХФХ пек регистрациленнĕ, хуçалăхсенче ятарлă оборудовани шучĕ ÿснĕ, 200 ытла çын „Агроменеджер” программăпа вĕренсе тухнă.
Çав вăхăтрах уйрăм хушма хуçалăхсен продукцине реализацилесси муниципалитет енчен пулăшу ыйтать. „Агростартап” тата „Çемье ферми” проектсем тăрăх уйрăм хушма хуçалăхсен хуçисем илнĕ грантсен сумми 2020 çулта 33 млн тенкĕ ытла пулнă. Вĕсене выльăх туянма тата теплица тума янă. „Чĕрĕ ял” фермерсен пасарĕпе суту-илÿ центрĕ тăвасси проекта кĕрет.
Социаллă сфера
Муниципалитетсем умне демографине лайăхлатма пысăк пĕлтерĕшлĕ задача лартнă. Çавăнпа та çак проблемăна татса пама мерăсен комплексĕ тата системăллă пăхни кирлĕ. Вăл, уйрăммăн илсен, пурăнмалли çурт-йĕр проблемине татса парассине шута илет, ку вара çамрăк çемьесемшĕн сайра мар пĕрремĕш вырăнта тăрать. 2020 çулта районти çемьесене хваттер туянма, юсама субсидисем, сертификатсем панă, çĕр участокĕ уйăрса панă. Иртнĕ икĕ çулта кăна - 350 ытла çĕр участокĕ. Ял çыннисем „Çурт комплекчĕ” программа майĕсемпе активлă усăланаççĕ, ун тăрăх 150 ытла çурт комплекчĕ туса лартнă. Аургазăсем федераллă тата республикăри çурт-йĕр программисем тăрăх пĕлтерĕшлĕ пулăшу илеççĕ. Юлашки тăватă çулта 400 яхăн Аургазă çемйи хăйĕн пурăнмалли условийĕсене пĕтĕмпе 450 млн ытла тенкĕлĕх лайăхлатнă.
Сывлăх сыхлавĕ
Районта пилĕк çĕнĕ ФАП уçăлчĕ: Таштамакри тата Уршакри ФАП çурчĕсене туса пĕтернĕ, Турумбет, Тукай тата Ибрай ял тăрăхĕсенче модуллĕ виçĕ ФАП туса лартнă. 22,5 млн тенкĕ ытла суммăлăх медицина оборудованийĕ илнĕ. Толбазă ялĕнчи поликлиникăна 4 млн тенке яхăн суммăлăх тĕпрен юсанă. Стационарăн виçĕ уйрăмĕнче тата администраци корпусĕнче тĕпрен юсав иртнĕ. Çаплах ултă врач амбулаторийĕнче тата ФАПра юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ: çурт тăррине, чÿрече, алăк улăштарнă. Çак тĕллеве 7,5 млн тенкĕ укçа янă. Стратегиллĕ плансем те пур – Толбазă ялĕнче ача-пăча поликлиникин çĕнĕ çуртне тăвасси.
„Земство тухтăрĕ” тата „Земство фельдшерĕ” программăсем пулăшнипе 2020 çулта районта 16 врача ĕçе вырнаçтарнă. Пурĕ 49 врач, вĕсенчен 32-шĕ малалла ĕçлеççĕ.
Эпидемин чи çивĕч тапхăрĕнче пирĕн медиксем мĕнле пысăк нагрузкăпа ĕçленине пиртен кашни ăнланать. Халĕ вĕсем Аургазăсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн малалла кĕрешеççĕ.
Пирĕн умра халăхăн пысăкрах процентне явăçтарса грипа хирĕç прививка тунă пек COVID-19 вирусран массăллă вакцинаци ирттерме задача тăрать.
Спорт
Юлашки çулсенче эпир спорт занятийĕсем ирттерме пурлăх-техника базине пĕлтерĕшлĕ вăйлатрăмăр.
Çичĕ шкулта спорт залне юсанă, Толбазă ялĕнчи лицейăн спорт площадкине çĕнетнĕ, Семен ялĕнче нумай функциллĕ спорт площадки туса лартнă, Толбазă ялĕнчи 2 №лĕ шкулта спорт оборудованийĕ вырнаçтарса лартнă. Толбазă ялĕнчи „Урал” спорт тата кану паркĕнче спортпа тата физкультурăпа занятисем ирттерме мĕнпур условисем пур.
Ачасемпе яшсен спорт шкулĕнче инвентаре, атрибутикăна çĕнетрĕмĕр, экипировка, спорт оборудованийĕ тата ГТО нормативĕсем йышăнма форма туянтăмăр.
Район спортсменĕсем спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе чемпионатсене тата ăмăртусене хутшăнаççĕ, призлă вырăнсем йышăнаççĕ. Çакă профессине парăннă тренерсен тивĕçĕ.
Вĕрентÿ
Пандеми вăхăтĕнче вĕрентÿ сфери тĕпрен улшăнчĕ, чи малтан, вĕренÿ формачĕ. Апрельте, вĕренÿ çулĕн хĕрÿ вăхăтĕнче, вĕренÿ учрежденийĕсен дистанциллĕ майпа вĕренме куçма тÿр килчĕ. Лартнă задачăна педагогсем, ашшĕ-амăшĕсем тата ачасем пурнăçларĕç.
2020 çул итогĕсем тăрăх ЕГЭпе пысăк балл илнĕ ачасен шучĕ ÿснĕ. Выпускниксен тăваттăмĕш пайĕ шкула отличипе вĕренсе пĕтерчĕ. Толбазăри лицей тата 5 №лĕ ача сачĕ вĕренÿ организацийĕсен Пĕтĕм Российăри „Чи лайăх 1000 шкул-2020” смотр-конкурсĕнче çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.
Аургазăри вĕренекенсем шкул ачисен Пĕтĕм Российăри олимпиадин регион тапхăрĕн призерĕсем пулса савăнтарчĕç. 23 вĕренекен тата вĕсен наставникĕсем преми илчĕç.
Куезбаш ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул никĕсĕнче „Точка роста” цифрăллă тата гуманитари профилĕллĕ вĕренÿ центрĕ уçăлчĕ. Пурлăх-техника бази 1 млн тенкĕ ытла суммăлăх çĕнелчĕ. 2021 çулта тата тăватă „Точка роста” центр уçма хатĕрленеççĕ.
13 учрежденинче çуртсене 15 млн тенкĕ ытла суммăлăх тĕпрен юсанă.
„Сывă йăл кулă” программа тăрăх лицейра стоматологи кабинетне юсанă тата оборудованиленĕ, 2021 çулта Толбазă ялĕнчи 2 №лĕ шкулта модуль реализацилеме планланă.
Иртнĕ виçĕ çулта сакăр шкул автобусне çĕнетнĕ, çав шутра виçĕ çĕннине илнĕ.
Районти пуçламăш классенче вĕренекенсене пурне те, вĕсем вара пирĕн 1,5 пин ытла, тÿлевсĕр вĕри апатланупа тивĕçтернĕ.
2020 çулта терроризма хирĕç хÿтлĕх енĕпе 1,1 млн тенкĕ укçа янă. 4,7 млн тенкĕ суммăлăх пушара хирĕç мероприятисем туса ирттернĕ.
Культура
Иртнĕ çулталăк культура сферине хăйĕн тÿрлетĕвĕсене кĕртрĕ. Апла пулин те культура учрежденийĕсем пурте мероприятисем ирттерчĕç (тĕпрен илсен, онлайн-форматпа).
Толбазăри район библиотекинче Çамрăксен вулав залĕ уçăлчĕ. ППМИ проект йĕркипе ултă культура учрежденине тĕпрен юсама 8 млн тенке яхăн янă.
„Пурнăçланмалли ĕçсем” программа тăрăх Толбазă ялĕнчи Культура керменне тĕпрен юсанă, Меселпуç ялĕнчи Культура çурчĕн тăррине, историпе краеведени музейĕн хÿмине улăштарнă.
2021 çулта ултă культура учрежденине тĕпрен юсама планласа хунă.
Мурадăмри ялти Культура çурчĕ республикăри нумай функциллĕ чи лайăх ялти клуб пулса тăнă.
Кăçал Зифа Нагаевана - поэта, композитора, юрăсен авторне тата юрăçа - „Пушкăртстан Республикин халăх артисчĕ” ят панă.
Российăра 2021 çула Наука тата технологисен çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ, Пушкăртстан Республикинче – Сывлăх тата активлă вăрăм ĕмĕр çулталăкĕ, пушкăртсен Пĕтĕм тĕнчери курултайĕ - Пушкăрт историйĕн çулталăкĕ тесе. Çулталăк мероприятийĕсене пурне те эпир çÿллĕ шайра ирттермелле.
Январĕн 28-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ ПР Государство Пухăвĕ-Курултайĕ патне янă çулленхи Çырупа паллаштарчĕ, кăçал эпир татса памалли задачăсем лартрĕ.
Çаплах кăçал Пĕтĕм Российăри халăх перепиçĕ иртет.
Тата тепĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ политика мероприятийĕ кĕтет пире - 2021 çулхи сентябрьте Пĕрлĕхлĕ сасăлав кунĕнче – РФ Госдумин депутачĕсен тата Аургазă, Гафури районĕсенчен Госпуху депутачĕн суйлавĕсене ирттермелле пулать.
Читайте нас: