Аургазă хыпарçи
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
11 Нарӑсӑн 2021, 14:15

Волонтера награда

Волонтерсем „Пушкăртстан Республикин доброволецĕ” хисеплĕ паллăпа наградăланма документсем пама пултараççĕ.

Хисеп паллине ПР Пуçлăхĕн Указĕпе социаллă проблемăсене татса парас енĕпе хăйсен ирĕкĕпе тÿлевсĕр ĕçлекен республика çыннисене хавхалантарма пуçарса янă.
Документсене февралĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа 18-мĕшĕччен йышăнаççĕ, адрес: Уфа хули, Ленин урамĕ, 10 çурт, 24 к., Министерствăн талантлă çамрăксене тата çамрăксен пуçарăвĕсене пулăшакан пайĕ.
Хисеп палли çинчен Положение тата кирлĕ документсен списокне Министерствăн официаллă сайтĕнче вырнаçтарнă. Çыхăнмалли çын – Исангулова Диана Раяновна, тĕп эксперт специалист, т. 8(347)218-03-08, e-mail: [email protected].
Читайте нас: