Пур хыпар та
Общество
4 Нарӑсӑн 2021, 14:40

Эп сирĕнпе, пин-пин чăваш!

Пĕтĕм Российăри перепись йĕркипе Михаил Çеçпĕл ячĕллĕ музей, Чăваш наци музейĕ тата Чăваш наци конгресĕн "Чăваш хĕрарăмĕ" комитечĕ "Эп сирĕнпе, пин-пин чăваш!" ятпа видеороликсен регионсем хушшинчи конкурсне ирттереççĕ.

Конкурса шкул ачисем, студентсем тата çитĕннисем хутшăнма пултараççĕ. Вĕсен ЧĂВАШЛА илемлĕ чăваш литература хайлавне вуласа видеоролик хатĕрлемелле.
Хатĕр ролика 2021 çулхи мартăн 31-мĕшĕччен (çак куна та кĕртсе) [email protected] электронлă почтăна ярса памалла. Ыйтса пĕлмелли телефон:+7-8352-58-08-78 (вырсарникунпа тунтикунсăр пуçне куллен 9.00-18.00 сехетсенче. Тĕплĕнрех положенинче вуласа пĕлме пулать.
https://vk.com/club73439225?w=wall-73439225_5979%2Fall
Читайте нас: