Белгород облаçĕнчи „Гран-Мэр” ООО туса кăларнă „Пĕвер паштечĕ” тата „Кăмпапа пĕвер паштечĕ” продукцинче вирус геномне тупса палăртнă. Ку продукцине „Пятерочка” тата „Монетка” суту-илÿ сетĕнче реализацилеме ăсатнă.
Пушкăртстан Республикин Ветеринари управленийĕнче информацине çирĕплетсе панă, хăрушлăхлă продукци сарăлмасса мерăсем йышăннине пĕлтернĕ.
-Белгород облаçĕнчи „Гран-Мэр” ООО продукцийĕнче чăннипе те сыснан Африка мурĕн геномне тупнă. Ăна реализацилессине чарнă, тĕп тума янă, - ăнлантарса парать выльăх-чĕрлĕх продукцийĕпе тивĕçтерекен организацин пай начальникĕ Ильшат Нургалиев.