Пур хыпар та
Общество
1 Нарӑсӑн 2021, 11:30

Çемьепе канмалли кун

Толбазă ялĕнче январĕн юлашки кунĕнче „Çемьепе канмалли кун” иртнĕ.

Уява районти "Çемье" центр йĕркеленĕ. Аургазăри нумай профиллĕ колледж умĕнче пухăннисем А.Озер тренерпа пĕрле зарядка тунă. Кайран командăсем йĕркелесе хаваслă эстафета (кĕреçепе юр йăтасси, пĕр йĕлтĕрпе чупăшасси, хĕлле пулă тытасси, хастар ватрушка) ирттернĕ.
Çаплах командăсем хăйсене чăн-чăн хоккеистсем пек те туйса курнă, каток çинче хоккей матчĕ ирттернĕ.
Канмалли кун пурне те хаваслă кăмăл-туйăм парнеленĕ.
Читайте нас: