Январĕн 2-мĕшĕнче паллă актерăн тата унăн арăмĕн, Ирина Купченкăн, кооронавурис пуррине çирĕплетсе панă. Çулланнă ÿсĕме пăхса актера госпитализациленĕ пулнă. Унăн ÿпки 5% сиенленнĕ, „ÿпке шыççи” диагноз лартнă. Сипленнĕ çак пĕтĕм вăхăтра вăл хăйне начар мар туйнă. Гимнастика тунă, уçăлса çÿреме тухма та ыйтнă. Анчах та коронавируса пула сывлăхĕ хавшанă пирки ăна реанимацине куçарнă, ИВЛ аппарачĕ айне вырттарнă.