Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
29 Кӑрлач 2021, 13:45

Урă ял - çутă малашлăх

Таштамак ялĕ «Урă ял-2021» республика конкурсĕн муниципаллĕ тапхăрĕн çĕнтерÿçи пулса тăнă.

Пирĕн республикăра „Урă ял” конкурс 2011 çултанпа иртет. Унăн тĕллевĕ – ял çыннисене урă тата сывă пурнăç йĕркине явăçтарасси, çитĕнсе пыракан ăрăва йăла-йĕркепе килĕшÿллĕн пăхса ÿстересси тата ĕçессинчен, туртассинчен, наркотиксене иленессинчен хÿтĕлесси. Кон­курс йĕркипе ялсенче ачасем тата аслисем валли спорт ăмăртăвĕсем, массăллă культура мероприятийĕсем, халăх уявĕсем, Сывлăх кунĕсем, çаплах яла тирпей-илем кĕртес тата йывăç-курăк лартас енĕпе суббот­никсем, алкоголе хирĕçле акцисем, рейдсем ирттереççĕ.
Кăçал конкурса районти 42 ял хутшăннă. Муниципаллĕ тапхăр пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Таштамак ялне пĕрремĕш вырăн панă. Çак кунсен­че унта хастар кăмăл тата спорт уявĕ иртрĕ.
Мероприяти ял çыннисем илемлĕ утса тухнинчен пуçланчĕ. Ял тăрăхĕнче туслă тата татуллă пурăнакан халăхсен наци тумĕсемпе участниксем тĕп урампа иртсе тухрĕç. Вĕсем çумне йĕлтĕрçĕсен команди тата скандинави уттине кăмăллакансем хутшăнчĕç.
Ял çыннисене пушкăртсен Пĕтĕм тĕнчери Курултайĕн ĕç тăвакан комитечĕн председателĕ Галим Якупов тата район администрацийĕн пуçлăхĕн кадрсемпе тата социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ Сергей Цуканов саламларĕç.
- Эпир конкурса хутшăнма заявка пани пирĕн проблемăсем пулманни­не пĕлтермест. Анчах эпир лару-тăру чылай улшăнассине шанса тăратпăр. Пирĕншĕн чи кирли - ачасем ĕçкĕлĕхсĕр, лайăх йăла-йĕрке тата интереслĕ хавхалану хуçаланакан лару-тăрура ÿссе çитĕнччĕр. Эпир çамрăк ăрăва сывă пурнăç йĕрки маларах тăнине кăтартма тивĕçлĕ, - палăртрĕ Сергей Петрович.
Вăл ял тăрăхĕн админи­страцине, сÿрĕк мар активист­сене тав турĕ, 50 пин тенкĕ суммăлăх сертификат пачĕ. Га­лим Минигалеевич ял тăрăхĕн пуçлăхне Минсара Федорована тата ял çыннисене пушкăртсен Пĕтĕм тĕнчери Курултайĕн Тав çырăвĕсене пачĕ.
Награда илнисен шутĕнче – пушă вăхăта алкогольсĕр ирттернин тивĕçлĕ тĕслĕхне кăтартса питĕ пысăк хавхалану­па культура мероприятийĕсем, экологи акцийĕсем, спорт ăмăртăвĕсем йĕркеленĕ ташта­максем.
Артемон тата Екатерина Сте­пановсем тав тунине тата хаклă парнесем илчĕç. Вĕсем виçĕ ача пăхса ÿстереççĕ. Аслă ачи çичĕ çул тултарнă, кĕçĕннине часах икĕ çул пулать. Мăшăр тăван ялĕнче ирттерекен мероприяти­сене пурне те хутшăнать, сывă пурнăç йĕркине пăхăнать. Виктор тата Ксения Степановсен нумай ачаллă чи çамрăк çемйинче пилĕк ача ÿсет, кĕçĕнни çут тĕнчене пĕр çул каярах çеç килнĕ, асли иртнĕ çулта пĕрремĕш класа кайнă. Сăмах май, ял тăрăхĕнче нумай ачаллă 36 çемье!
Ялти волонтерсем Олег Федоров тата Валентина Степанова, акти­вистсем – Турсугалĕ ялĕнчи фель­дшер-акушер пункчĕн санитарки Муназифа Ягафарова, истори учителĕ Светлана Зайкина, Алексей Степанов пенсионер, Наталья Кириллова куль­тработник, физкультура учителĕ Роза Сафарова, эко-активист Равиль Тимер­булатов, фельдшер-акушер пункчĕн заведующийĕ Людмила Тимофеева та награда илчĕç. Людмила Витальевна тăрăшнипе ял çыннисенчен нумайăшĕ скандинави утти пуçламăшĕсене вĕреннĕ.
Уявра халăх творчествин выставки­не йĕркеленĕ. Культура ĕçченĕсем тата художество пултарулăх участникĕсем музыка номерĕсемпе савăнтарчĕç, ял çыннисем чупмалли вăйăсене хаваспа хутшăнчĕç, канат туртрĕç, вăй виçсе ăмăртрĕç.
Таштамак ялĕ пирĕн района конкурсăн республика тапхăрĕнче тăратĕ, вăл 2021 çулхи февральте иртĕ. Ăнăçу сунатпăр!
СПРАВКА
Ял тăрăхне Таштамак, Турсугалĕ, Усман тата Гумер ялĕсем кĕреççĕ. Ял тăрăхĕнче 380 кил-çурт, вĕсенче 1200 ытла çын пурăнать. Кунта ялти Культу­ра çурчĕ, Таштамак ялĕнчи вăтам шкул, пушкăрт гимназийĕн Турсугалĕ ялĕнчи филиалĕ, икĕ фельдшер-акушер пункчĕ, икĕ ача сачĕ, почта уйрăмĕ, социаллă-культура центрĕ пур. Куллен кирлĕ таварпа райпон икĕ магазинĕ тата уйрăм предпринимательсен виçĕ магазинĕ тивĕçтереççĕ. Ял тăрăхĕнче 45 çамрăк çемье, вĕсенчен 38-шĕ – 35 çулчченхи ÿсĕмри çамрăксем.
Ял тăрăхне йĕркеленĕренпе 2019 çулта 100 çул пулнă.
Читайте нас: