Пур хыпар та
Общество
28 Кӑрлач 2021, 17:20

«Çамрăксен хаçачĕ» баттл пĕлтернĕ

Çĕнĕ ятпа тухма пуçланăранпа 25 çул çитнине халалласа "Çамрăксен хаçачĕн" редакцийĕ сăвă вулакансен конкурсне — «Поэтсен баттлне» — ирттерет.

Ăна чăваш чĕлхипе, литературăри тĕрлĕ тапхăрти поэтсен пултарулăхĕпе кăсăклантарас тĕллевпе йĕркелеççĕ.

Баттл нарăс уйăхĕнче пулĕ. Конкурса хутшăнас текенсен заявка тăратмалла. Ăна [email protected] электрон адреспа ямалла е "Контактри" ушкăна çырмалла. Конкурса кирек кам та хутшăнма пултарать, хăш ÿсĕмре пулни пĕлтерĕшлĕ мар.

Конкурса хутшăнмашкăн 5 сăвăран кая мар вĕренмелле.

Вулакансен пултарулăхне паллă артистсем хаклĕç. Вĕсем илемлĕ те хăйне евĕр вуланине, артист ăсталăхне, сăвă тĕшшине шута илĕç. Конкурса хутшăннисем сертификата тивĕçĕç. Çĕнтерÿçе Кубок тата парне кĕтет.

Тĕплĕнрех ыйтса пĕлмелли телефон номерĕ: 8-967-470-65-35.
https://vk.com/feed?w=wall-17249389_6541
Читайте нас: