Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
27 Кӑрлач 2021, 17:05

Районти краеведсен ларăвĕ иртнĕ

Аургазăри историпе краеведени музейĕнче январĕн 26-мĕшĕнче краеведсен районти обществин ларăвĕ иртнĕ.

Мероприятине район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе тата кадрсемпе ĕçлекен заместителĕ Сергей Цуканов ертсе пынă. Общество председателĕ, Чăваш Хурамал ялĕнчи шкулти музей директорĕ Юрий Леонтьев иртнĕ çулта туса ирттернĕ ĕçсем çинчен отчет тунă.
Тĕлпулăва çаплах „Мерчен” чăваш халăх ансамблĕн руководительне Николай Васильева тата Мударис Сафин этнографа чĕннĕ.
Николай Семенович районти паллă вырăнсем тăрăх туристсен маршручĕсене уçма сĕннĕ. Çавна валли экскурсовод кирлĕ пулать, çаплах - шкул автобусĕсем. Пандеми вăхăтĕнче вăл икĕ кĕнеке çырса кăларнă.
Мударис Харисович та кĕнекесем çинчен калаçнă. Районти сывлăх сыхлавĕн тата вĕрентĕвĕн историйĕ çинчен унăн ĕçĕсем пичетлесе кăларма хатĕр, спонсор кăна кирлĕ. „Аургазă районĕн историлле энциклопедийĕ” çурмалла çеç хатĕр, ăна тата электронлă формата куçармалла пулать.
Читайте нас: