Пур хыпар та
Общество
25 Кӑрлач 2021, 18:35

Ултавран сыхланмалли ултă правило

Республикăра тата пирĕн районта та юлашки вăхăтра Интернет сетĕнче, çаплах кĕсъе телефонĕпе усă курса ултавлă ĕçсем тăвакансем активланнă.

Полици сотрудникĕсем инкек тÿснисене пулăшма яланах хатĕр, анчах граждансем сыхă пулни – чи лайăх мел.
Ултавăн анлă сарăлнă тĕсĕсемСыхă пулăр
Сире телефонпа шăнкăравлаççĕ. Палламан çын хăйĕнпе банк сотрудникĕ пек паллаштарать тата банк сирĕн карттăран укçа списать тăвас енĕпе шиклентерекен операци тупса палăртни çинчен пĕлтерет. Çавăн чухне сирĕн укçа-тенкĕре сыхласа хăварас тесе, имĕш, карттă номерне тата унăн тÿнтер енчи цифрăсене, сирĕн номер çине СМСпа килекен парольсене пĕлтерме ыйтать.Хăвăрăн картта номерне тата унăн тÿнтер енчи цифрăсене, сирĕн номер çине СМСпа килекен парольсене ниепле тĕслĕхре те ан пĕлтерĕр. Банк сотрудникĕсем çак сведенисене нихăçан та ыйтмаççĕ.
Медицина тишкерĕвне килте ирттерес тĕллевпе хваттере кĕме хăтланни.Поликлиникăна шăнкăравласа вĕсене сирĕн пата яни çинчен ыйтса пĕлĕр.
Электроэнергине шута илекен приборсене çуртран урама илсе тухма ыйтаççĕ.Асра тытăр, законодательствăпа килĕшÿллĕн, шута илекен прибор урамра пулмасан та юрать.
Вутпа тĕтĕм извещателĕсем туянма, вĕсен хакне ÿстерни уççăн курăнать, сĕнеççĕ.Палламан çынсен условийĕсемпе килĕшме ан васкăр.
"ВКонтакте", „Одноклассники” социаллă сетьсенче сире палланă çынсем карттă çине укçа куçарма ыйтса çыраççĕ.Хăвăрăн палланă çыннăрсене шăнкăравласа вĕсем пĕлтерÿ çырни çинчен ыйтса пĕлĕр. Хăвăрăн банк картти номерне тата карттăн тÿнтер енчи цифрăсене ниепле тĕслĕхре те ан пĕлтерĕр. Ултавçăсем çеç çапла тума ыйтаççĕ.
„Авито” тата „Юла” сайтсенче эсир тавар сутасси е туянасси çинчен пĕлтерÿ тăратнă. Пулма пултарас тавар туянакан е сутуçă сире укçа куçарма карттă номерне тата карттăн тÿнтер енчи цифрăсене пĕлтерме ыйтса шăнкăравлать.Çак информацие ниепле тĕслĕхре те ан пĕлтерĕр.
СĂМАХ МАЙ
Хваттерсем тăрăх сутса çÿрекен çынсенчен апат-çимĕç, йăлари вак-тĕвек техника асăрхануллăн туянăр – таварсем тивĕçлĕ требованисене тивĕçтермессе, вĕсен хакĕ, яланхи пек, вуншар хут хаклăрах пулма пултарать. „Вырăнти” врач сĕннипе косметологи пулăшăвĕсен тÿлевсĕр демонстрацийĕсене (массаж, „пилинг”, çÿç пăхасси тата ытти), „яланхилле мар” пахалăхлă косметика презентацийĕсене кайнă чухне асăрхануллă пулăр. Çакăн пек тавар тата пулăшу сутакансем, укçа çителĕксĕр пулнине илтсе, граждансене пысăк суммăсем илме кредит договорĕсем тума ÿкĕте кĕртеççĕ. Çакăн пек килĕшÿсен документацийĕ час-часах кăткăс тата ăна вак шрифтпа пичетленĕ. Сутуçăсем договора алă пустарма çине тăраççĕ, васкатаççĕ.

Финанс пулăшăвĕсен потребителĕсен прависене пăснин ыйтăвĕсем енĕпе хĕрÿ лини: 8-800-100-29-26.

РФ Шалти ĕçсен министерствин район пайĕ.

Читайте нас: