Пур хыпар та
Общество
25 Кӑрлач 2021, 18:00

Тылри паттăрлăх çинчен

Николай Васильевăн кĕнекинчен.Малалли. (Пуçламăшĕ январĕн 21-мĕшĕнче).

Колхозра çынсене çитерместчĕç, кашни килĕнчен хăйĕнпе апат илетчĕ. Хăшпĕрисен илмелли те çукчĕ, вĕсем вара хирте кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче курăк çăнăхĕнчен яшка пĕçеретчĕç. Камăн килĕнче турăх пур – çавна ярса çиетчĕ. Нумайăшĕ ĕне тытатчĕ пулсан та, хăйма питĕ сайра çиетчĕ, мĕншĕн тесен унран çу тăватчĕç, ăна вара пу­хакана паратчĕç. Кашни шăматкун сĕт пухакан килсерен çу пухатчĕ. Пĕр ĕне пуçне çулталăкне 20-шер кг услам çу памаллаччĕ.
1943-мĕш çул тĕлне халăх выçăпа вăйлă аптăратчĕ. Колхоз çулталăкĕпе пĕр грамм тырă та памарĕ. Килти пахчара çĕрулми кăна çитĕнтеретчĕç. Нумайăшĕ выçă пулнипе çĕрле колхоз уй-хирне ыраш калчи пухма каятчĕ (ыраш тулăран маларах ĕлкĕрет), ăна типĕтсе тырă тăватчĕ, алă арманĕпе çăнăх авăртатчĕ. Унран яшка пĕçеретчĕç, мĕншĕн тесен çĕрулми вăрлăх валли кăна юлатчĕ. Пу­чах пухнăшăн стариксемпе хĕрарăмсене тĕрмене лартатчĕç. Пĕр çын тĕрмере вилчĕ. Судра вăл пĕр хутчен кăна ыраш пучахĕ татни паллă пулнă.
Урам тăрăх ыйткаласа çÿрекенсем нумайччĕ. Çулланнă арçынсем, хĕрарăмсем, ачаллă çамрăк хĕрарăмсем – пурте мĕн те пулин çиме ыйтатчĕç. Вĕсем çине пăхма та шелччĕ. Хамăрăн çимелли çукчĕ пулин те, вĕсем валли яланах мĕн те пулин тупаттăмăр: паша­лу, пĕр е икĕ çĕрулми. Ĕне тытакансем вĕсене килĕсене чĕнетчĕç, йÿçĕ турăх сĕнетчĕç.
Сентябрьте-октябрьте тулă пух­са илеттĕмĕр. Жнейкăпа вырнă хыççăн хĕрарăмсем çыхнă кĕлтесене пухса капана хыватчĕç. Вĕсене де­кабрьте-январьте çапатчĕç. Ноябрь­те çĕрулми кăлараттăмăр, хăшпĕр чухне юр айĕнчен. Кĕреçепе чавса кăлараттăмăр. Ку ĕçе шкул ачисем те хутшăнатчĕç. Пĕррехинче декабрьте пĕр хĕрарăма тырă вăрланăшăн тытнă. Икĕ ача амăшĕ (пĕр хĕрĕ тăватă çулта, тепри – иккĕре) тырă çапнă чухне кĕсйине пăр кристалĕсемлĕ, çумкурăк вăрлăхĕсемлĕ темиçе ывăç тулă чикнĕ, тепĕр хĕрарăм çавна курнă та брига­дира каласа панă. Бригадир ялсовет председательне пĕлтернĕ, вара вĕсем унăн кĕсйинче тулă тупнă, акт çырнă. Тепĕр кунхине районтан следователь­пе милиционер килнĕ. Хĕрарăм сле­дователь унăн çуртне кĕрсен тĕлĕнсе каланă: „Мана пурлăхне опись тума хушрĕç, мĕн çырмалла кунта?” Çуртра, кĕтесре, вырăн çинче икĕ пĕчĕк хĕрача ларнă. Вĕсем ют çынсем çине хăраса пăхнă, хăйсен килĕнче çавăн чухлĕ çын нихăçан та курман. Кăмака сакки çинче - чашăкпа виçĕ йывăç кашăк. Хĕрарăм следователь тĕлĕннипе: „Çурт пушă вĕт!” - тенĕ. Хĕрарăма тумланма хушнă. Ачасем нимĕн те ăнланман. Вĕсен куçĕнче „Эсир пирĕн аннене ăçта илсе каятăр?” ыйту тăнă тейĕн. Хĕрарăма илсе кайнă, ачисене вара ача çуртне ăсатнă. Çак вăхăтра унăн упăшки фрон­тра çапăçнă. Хĕрачасен амăшĕ тĕрмере выçăпа вилнĕ. Вăл вăхăтра унта кун­не пĕрре-иккĕ çитернĕ, хăшпĕр чухне вуçех çитермен. Хĕрарăм патне тĕрмене никам та кайса çÿремен, апат-çимĕç илсе пыман, никам та пĕр татăк апат та паман. Тен, унăн тăванĕсем те пулман пуль, тен, пурте вăл вăхăтра выçăпа тарăхнă.
Тата çапла пулса иртнине астăватăп. Ултă çулхи арçын ача амăшĕсĕр тăрса юлнă. Ашшĕ тепĕр хĕрарăма качча илнĕ, вĕсен пĕрлехи ачисем çуралнă. Амаçури амăшне тăван мар ача килĕшмен, вăл ăна кÿрентерме яланах сăлтав тупнă. Хăйĕн ачисенчен юлнă апат çитернĕ, кив-кĕрĕк тăхăнтартнă: саплăксемлĕ кĕпе-йĕм. Вăхăт иртнĕ, вунултă çулхи каччă тырă пухса илнĕ вăхăтра комбайн патĕнчен йĕтем çине тырă турттарнă. Амаçури амăшĕ ăна çитĕнсе çитнĕ, анчах киле кăшт пулин те тырă илсе килейместĕн тесе ÿпкеленĕ. Пĕррехинче çак каччă миххинче икĕ ки­лограма яхăн тырă хăварнă, килне илсе кайнă. Пĕтĕм тырра пушатманнине пĕр хĕрарăм курнă. Каччăна арестлерĕç, икĕ çула тĕрмене лартрĕç. Çакă 1945 çулхи кĕркунне пулса иртрĕ. Вăл икĕ çул лар­са тухнă хыççăн амаçури амăшĕ патне таврăнман, ашшĕ те фронтра вилнĕ пулнă. „Белое озеро” станцине кайнă, ĕçе вырнаçнă, авланнă, ачасем ÿстернĕ. Вăрçă вăхăтĕнче çапла çирĕп йĕрке пулнă.
Халăх мĕн çисе пурăннă-ха? Çынсем пурте вăрçă пынине ăнланатчĕç. Тыл фронта çăкăрпа тивĕçтермелле. Акатчĕç, пухса илетчĕç, ыраш, тулă, вир тухăçне пĕтĕмпе тенĕ пек „Белое озеро” станци­не лашасемпе леçетчĕç, унта элеватор пурччĕ. Кашни çемьерен виçĕ-тăватă çын колхозра ĕçлетчĕ, тĕрлĕрен ĕç тăватчĕ, анчах та колхоз тырă памастчĕ. Выçса вилмессе çынсем тĕрлĕрен курăк çиме хăнăхса çитнĕ. Çуркунне, вăрманта серте çулçи тухсан, ачасемпе аслисем ăна яшка валли пухатчĕç. Ун­тан вĕлтрен, пултăран шăтса тухатчĕ, çынсем çак курăксене куçатчĕç. Пултăрана (Сосновскийĕн пултăранĕ мар. Сосновскийĕн пултăранĕ (лат. Heracleum sosnowskyi) – сунчăклисен йышĕнчи пултăран ушкăнĕнчи пысăк ÿсентăран. Вăл вăйлă пĕçертме пулта­рать, çав вырăн вăрах тÿрленмест (ав­тор асăрхаттарни) ялтан 4-5 километр хушăри вăрманта пысăк михĕсемпе пухаттăмăр. Пултăрансем пĕр пек ятлă пулсан та, çулçи формипе, çеçкипе тата тунипе те уйрăлса тăраççĕ. Çиме юрăхлă пултăран çулçипе çĕрулминчен кукăль пĕçеретчĕç.
Йĕлме çулçи пухаттăмăр. Вĕсенчен хулăн икерчĕ хатĕрлетчĕç. Вар хĕррисенче нÿрĕ вырăнта ут кăшкарĕ ÿсетчĕ. Унран пашалу пĕçеретчĕç. Çынсене выçлăхран хĕрлĕ мăян (халăхра ăна кушак вирĕ тетчĕç) уйрăмах пулăшатчĕ, унăн çамрăк хунавĕсенчен яшка пĕçеретчĕç. Ана хĕррисенче е пах­чара шултра мăян тунисене çурлапа кас­са пухатчĕç, типĕтетчĕç, вĕтетсе çăнăх тăватчĕç. Хĕлле вара, çĕрулми нимĕрĕпе хутăштарса, пашалу, яшка пĕçеретчĕç. Тĕштырă культурисене çумланă чухне хĕрарăмсем ана хĕррисенче мăян тăрри пухатчĕç, яшка пĕçерме килне илсе каятчĕç.
Июнь-июль уйăхĕсенче питĕ йывăр килетчĕ, мĕншĕн тесен çимелĕх çĕрулми юлмастчĕ. Çуркунне акма пĕр çĕрулмине икĕ-виçĕ пая пайласа, аран-аран вăрлăха хăваратчĕç, мĕншĕн тесен хĕлĕпе çĕрулми кăна çиетчĕç.
Ĕне усракансене лайăхчĕ. Вĕсем курăк яшкине турăх яма пултаратчĕç. Пахчара купăстан, кишĕрĕн, хĕрлĕ кăшманăн, тутлă кăшманăн, çарăкăн аялти çулçисене пухатчĕç. Вăрçă вăхăтĕнче çынсем çапла курăк çисе чĕрĕ юлатчĕç. Питĕ начар апатланнă, анчах та ĕçрен пăрăнман. Хăшпĕр чухне колхоз ĕçлекенсемшĕн кăнтăрлахи апат йĕркелетчĕ, анчах унта та акнă хыççăн çĕрулми юлмастчĕ, çавăнпа яшкана çĕрулмисĕр пĕçеретчĕç. Август пуçламăшĕнче çамрăк çĕрулми çиме тытăнатчĕç.
1943-1944 çулсенче пилĕк-ултă ачаллă çемьесем кĕçĕннисене ют хĕрарăмсене паратчĕç. Хăйсен ачисе­не выçса вилесрен çапла хăтаратчĕç. Апат çитменрен пĕчĕк ачасем хытă тарăхатчĕç. Ĕçлеме пултаракан çынсем çĕрулми тата çăнăх ярса пĕçернĕ яшка пĕрре йĕркеллĕ çиме (салма тумастчĕç, çăнăха яшкана яратчĕç кăна) кунĕпе ĕçлетчĕç: пахча чаватчĕç, вутă касатчĕç, сарай, хÿме юсатчĕç тата ытти те. Кол­хоз нимĕн те паманнине кура хăйсен участокĕсенче ыраш, вир, урпа, кантăр ÿстерме тытăнчĕç. Кĕркунне мал­тан ыраш çапса илетчĕç, унтан ытти культурăсене. Ялта вăрçă вăхăтĕнче ар­мансем ĕçлеместчĕç. Пĕрремĕшĕнчен, арманçăсем, иккĕмĕшĕнчен, авăртмалли çукчĕ. Ыраш вăрлăхне ал арманĕ витĕр кăларса яшкана çăнăх яма пулнишĕн питĕ савăнатчĕç. Кантăр вăрринчен те апат хатĕрлетчĕç. Малтан ыраш çăнăхĕнчен пашалу пĕçеретчĕç, ун çине çиелтен тÿсе вĕтетнĕ кантăр вăррипе хутăштарнă çĕрулми нимĕрĕ сĕретчĕç. Хальхи пицца пекех пулатчĕ.
Çуркунне, пахчари юр ирĕлсе пĕтсен, пĕлтĕрхи шăннă çĕрулмине пухатчĕç. Халĕ çĕрнĕ çĕрулми пухнă теççĕ. Ку тĕрĕс мар. Çĕр ăшĕнче тăрса юлнă, чавса кăларман çĕрулми çĕрместчĕ, шăнатчĕ анчах. Çĕр ăшăнсан, çĕрулми хуппи çăмăллăн сĕвĕнетчĕ. Çак шăннă çĕрулминчен (унра крахмал нумай) па­шалу, яшка пĕçеретчĕç.
0,3-0,6 гектар пахчана пĕтĕмпех алăпа чаватчĕç, çĕрулми лартатчĕç, тĕрлĕрен тĕштырă культурисем акатчĕç. Колхозра лаша сахалччĕ. Вăл та çĕрсене сухаламаллаччĕ тата çурхи культурăсем акмаллаччĕ. Лашасемпе ĕнесене фермăсенче апат çителĕксĕрччĕ. Вĕсене вите тăрринчен илнĕ улăм çитеретчĕç. Витесем улăм тăрăсăр юлатчĕç. Кĕркунне сурăх, лаша, ĕне витисене çĕнĕ улăмпа витетчĕç.
Колхоз çынсене улăм та памастчĕ. Килти выльăх валли утă тата çулçăллă апат хатĕрлетчĕç. Хăшĕ çурлапа, хăшĕ çавапа вăрман участокĕсем, çулсем, хирсем хĕррипе килти выльăх валли апат хатĕрлетчĕç. Çуркунне вăрмантан çунапа хурама, йĕлме тата ăвăс ту­ратти турттаратчĕç. Килти выльăх çак йывăçсен тураттине тата хуппине лайăх çиетчĕ. Ялта выльăха черетпе кĕтетчĕç. Кĕтÿçĕсене укçапа та, апатпа та тÿлеме пултараймастчĕç.
Çынсен тумтирĕ те çукчĕ, хăшпĕр хĕрарăмсен тутăрĕсем те саплăклăччĕ. Пурин те тенĕ пек урисенче çăпатаччĕ. Арçынсем, стариксем пурте çăпата хуçатчĕç, çак ремеслана хĕрарăмсем те вĕренетчĕç. Хăшпĕрисем çăпата па­сарта туянатчĕç, унта вĕсене питĕ ну­май сутатчĕç. Çемьесенчен нумайăшĕ çемьери кашни çын валли çăпата туянма пултараймастчĕ. Ун пек чухне пĕчĕк ача­сем килте ларатчĕç, мĕншĕн тесен урама тухса выляма е çунапа ярăнма май çукчĕ. Черетпе тухатчĕç.
Ватă çынсем тата сывлăх халне пула фронта каяйман, килте юлнă çамрăксем пурте ăстасемччĕ: çăпата хуçма, йывăç çуна тума пĕлетчĕç, хăшпĕрисем йĕлтĕр те тăватчĕç.
(Малалли пулать).
Читайте нас: