Чиркÿ çакăн пек парне Сергей Герасимов çемйи тăрăшнипе илнĕ. Çĕрмен ÿт святой çыннăн пулнине Санта-Мария-дель-Росарио мăнастирĕнчен (Итали) панă çырупа çирĕплетнĕ. Халĕ çĕрмен ÿт яланах çак чиркÿре пулĕ. Тĕне ĕненекенсем ун патне пырса пулăшу тата сывалу ыйтма пултарĕç