Ĕçсем 1944 çулхине, чăваш ялĕнче пулса иртеççĕ. Тĕп сăнарăн, Митьăн, ашшĕпе амăшĕ уйрăлаççĕ. Ашшĕ инçетри районта райком секретарĕ пулса ĕçлет. Митя ашшĕне тунсăхланă пирки амăшĕ ăна ун патне курмалла ăсатать. Ашшĕ вара ывăлне хăйĕнпе хăварать. Ачине шкула вырнаçтарать. Анчах та амаçури амăшĕ ăнана пĕрремĕш кунранах килĕштермест, ăна кÿрентерме сăлтав тупсах тăрать...