Аургазă хыпарçи
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
20 Кӑрлач 2021, 20:10

Хаҫат 25 ҫул хальхи ятпа тухса тӑрать

"Çамрăксен хаçачĕ" çĕнĕ ятпа тухма тытăннине паян шăпах çавăн чухлĕ пулна. Саламлатпӑр!

1925 çулта кун çути курнă чăваш яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçĕн кăларăмĕ чи малтанах "Çамрăк хресчен" ятпа халăх патне çитнĕ. Кайран хаçатăн ячĕ темиçе те улшăннă: "Çамрăк колхозник", "Çамрăк большевик", "Çамрăк коммунист".
1996 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче "Хыпар" хаçатăн пуçарăвĕпе "Çамрăксен хаçачĕ" ятпа тухма пуçланă. Вăл "Хыпар" çумĕнче çулталăк тухса тăнă, 1997 çултан çырăнтарма тытăннă. Пирвайхи тиражĕ - 10 пин! Унтан 19 пине çитнĕ.
Хальхи вăхăтра кăларăма 11 пин ытла çемье ҫырӑнса илет.
Редакци ӗҫченӗсене малашне те хастӑр ӗмлеме сунатпӑр!
Читайте нас: