Аургазă хыпарçи
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
19 Кӑрлач 2021, 14:50

Кăшарни шывĕн вăйĕ мĕнре?

Январĕн 19-мĕшĕнче, Кăшарнинче, кĕлтуса тасатнă шыв илме чиркĕве кашни çул пин-пин çын килет, сывлăхлă пулма вакра шыва кĕреççĕ. Çурçĕр иртсен вунпилĕк ми­нутран пуçласа талăк тăршшĕпе кирек хăш шыв çăлкуçĕнчен те (çав шу­тра кранран та) шыв илме пулать, вăл структурăллă тата сиплĕ ĕнтĕ.

Мистикăлла шухăшсемпе килĕшÿллĕн, Кăшарни кунĕнче космосри япаласем - Хĕвел, Çĕр тата Галактика центрĕ – пирĕн планета чĕрине тата Галакти­ка центрне пĕрлештерекен çул çинче вырнаçса тухаççĕ. Хăйне уйрăм энергетика каналĕ пул­са тăрать, вăл ун çине мĕн лек­нине пурне те структуризаци­лет. Çак структуризацине Çĕр çинче чи малтан шыв лекет.
Кăшарни каçĕнче шыв пăрăхĕнчи ахаль шыв та биоактивлă пулса тăма, унтан хăйĕн уйрăм пахалăхĕсене темиçе çул тăршшĕне сыхласа хăварма пултарать.
Ахаль кунсенче шыври энерги хисепĕ талăкăн вăхăтне пăхăнса улшăнать. Каçхи 7 сехетрен пуçласа ирхи 9 сехетчен шыв активлăрах, çакă çăвăнма тата йăлара усăланма шыв запасĕ тумалли чи лайăх тапхăр.
Кăшарнири виçĕ кун хушшинче Çĕр çинче антициклон хуçаланать. Вара электронсем, космос витĕмне пăхăнса, литосферăра тата шывра лăпкăн „лараççĕ”, ниçта та вĕçсе каймаççĕ, пире сиплĕ вăй параççĕ.
Пĕтĕмĕшпе илсен, Кăшарнинче шыва витĕм кÿрекен процессене пĕтĕмпе тĕпчесе пĕлмен. Ученăйсем çĕнĕ тео­рисем тата гипотезăсем тăратнă чухне, Кăшарни шывĕ пин-пин çынна тĕрлĕ чиртен тата амакран çаплах сиплет.
Кăшарнинче шыва кĕмеллех-и?
Çынсем тĕрлĕрен, кам-тăр хĕлле пăрлă шыва кĕме пултарать, тепри вара вăй çитереймест. Килте ваннăра сивĕ шывпа çăвăнма та юрать, мĕншĕн тесен сиплĕ вăйĕ пĕрре. Вăл шыв тем­пературинчен, унăн шутĕнчен тата пахалăхĕнчен мар, çын шаннинчен ки­лет.
Хыççăн калани. Кăçал шыва кĕрессине Юламан ялĕнче йĕркелеççĕ, часавайĕнче шыва кĕлтуса тасатасси ир­тет.
Сысин ячĕллĕ институтăн ĕçмелли шыв лабораторийĕнче наука сотрудникĕсем тĕпчев ирттернĕ. Экспериментăн тĕп задачи шыв яланхи пек мар пулса тăнин тапхăрне палăртасси пулнă. Шыва январĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа сăнама тытăннă. Кранран илнĕ шыва тăрăлтарнă та унти радикал ион­сен хисепне шутланă. Шыври радикал ионсен шучĕ январĕн 17-мĕшĕнчен ÿсме пуçланă. Шыв çемçелме тытăннă, водород кăтартăвĕ (рН шайĕ) пысăкланнă, çавă шĕвеке йÿçеклĕсĕртерех тăвать. Январĕн 18-мĕшĕнче каçпа шыв активлăхĕ чи çÿллĕ шая çитнĕ. Радикал ионсен пысăк хисепне пула шыв ток ярасси чăнах та искусственнăй майпа тунă католитăнни пек (электронсемпе тулнă шыв) пулса тăнă. Çав вăхăтрах шывăн водород кăтартăвĕ нейтраллинчен (7 рН) 1,5 пункт чухлĕ сиксе каçнă. Шывăн электромагнит активлăхĕ январĕн 19-мĕшĕнче ирпе чакма пуçланă та январĕн 20-мĕшĕ тĕлне яланхи пек пулса тăнă.
Читайте нас: