Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
15 Кӑрлач 2021, 18:45

Чиркÿ уявĕ иртнĕ

Чăваш Хурамалĕнчи Аслă Василий Çветтуй ячĕллĕ чиркÿре уяв иртнĕ.

Уява В.В.Николаев паллă ентешĕн аслă хĕрĕ Елена Васильевна та хăйĕн мăшăрĕпе килсе çитнĕ. Салаватри тата Кумертаури Николай епископ литурги ирттернĕ. Елена Николаевана епископ епархине пулăшнăшăн тата чиркĕве юсанăшăн Ефросинья преподобнăйĕн медапльне панă. Чиркÿ настоятельне Евгений Никитин аттене вырăс православи чиркĕвĕн юбилей медалĕпе наградăланă.
Кĕлĕ вĕçленсен хăнасем Василий Васильевичăн вилтăпри çинче пулса курнă.
Читайте нас: