Аургазă хыпарçи
+31 °С
Облачно
Общество
31 Декабря 2020, 21:00

Габитовăн панулмисем

Хаçатра пичетлесе кăларма материал теми çинчен пире вулакансем хăйсем час-часах систереççĕ. Ыттисем те пĕлччĕр тесе, вĕсем хăшпĕр чухне ялти хисеплĕ çынсем çинчен çырма ыйтаççĕ. Çапла майпа эпир Кебеç ялĕнчи Габитовсем патне кайрăмăр.

Хуçасем пире уçă кăмăллăхĕпе тÿрех хăйсем майлă çавăрчĕç. Вĕсемпе мĕн чухлĕ нумайрах хутшăнатăн, вĕсем çинчен çавăн чухлĕ нумайрах пĕлес килет. Сылу Гареевна хăйсен çурчĕ, ачисем çинчен каласа пачĕ, Рафкат Гайнисламович – ĕç, çурт çумĕнчи хуçалăх çинчен.
- Эпир çак пÿрте хамăр туса лартрăмăр. Çав çулсенче строительство материалĕсем çукчĕ, анчах пирĕн, çамрăксен, хамăрăн çурт тăвас кăмăл пысăкчĕ. Пире çавă пулăшрĕ те ĕнтĕ, çамрăклăхшăн мĕнпурĕ шăл çемми. Вăл вăхăтра урамра шыв çукчĕ, пирĕн кăна пусă пурччĕ. Кÿршĕсем пирĕн пата шыва килетчĕç, никама та шывсăр кăларса яман. Аслисем шыв – вăл Турă парни, ăна илме ыттисене чарма юрамасть, унсăрăн вăл çухалма пултарать тенине ачаранпа астăватăп. Ыттисене илме майлăрах пултăр тесе, эпир шланга урама тăсрăмăр, - кăтартать кил хуçи арăмĕ. – Халĕ пурин те тенĕ пек пусă пур, анчах çынсем ун чухне эпир вĕсене пулăшнăшăн халĕ те тав тăваççĕ.
Ялйыш ырă ĕçсем çинчен манманнине мăшăр пĕрре мар хут ĕненнĕ.
- Кебеç ял Совечĕн председателĕнче ĕçленĕ вăхăтра эпĕ Бузовьяз питомникĕнчен улмуççи хунавĕсем илсе килеттĕм. Кăмăл тăвакансене пурне те салатса параттăм. Ялсовет, Культура çурчĕсем çумĕнче те улмуççисем лартрăмăр. Ыттисемпе пĕрле хам та хавхаланса ĕçлерĕм, канашсем патăм. Улмуççисем халĕ та панулми параççĕ, эпĕ çавăншăн савăнатăп, - каласа парать Рафкат Гайнисламович. Сăпайлăхне пула вăл çак панулмисене ялйыш халĕ Габитовăн тени çинчен каламарĕ.
Хуçа пире хăйĕн кил çумĕнчи участокне чĕнчĕ. Кунта панулмин вуншар сорчĕ пулса çитет. Ÿкерчĕк çинчи пек, пăхса киленме пулать. Йывăçсем тикĕс ретпе, пысăк мар раща пек лараççĕ.
- Эсир сад лартса ÿстерес ĕçпе кăсăкланасси мĕнрен пуçланчĕ? – ыйтатпăр эпир.
- Манăн асаттен пысăк сад пурччĕ, унта улмуççисем ÿсетчĕç. Çавăнтах утар та пурччĕ. Ачалăхрах манăн, ял ачин, асаттенни пек улмуççи сачĕ çитĕнтерес ĕмĕт çуралчĕ. Çитĕнсе çитсен эпĕ ĕмĕте пурнăçларăм, асаттен ĕçне малалла тăсрăм тесе калама пулать.
Лайăх тухăç илес тесе вăл хăйĕн садне çулталăк тăршшĕпе пăхса тăрать. Турачĕсене иртсе тухать, шĕвексем пĕрĕхтерет, удобренипе апатлантарать. Результачĕ тунă ĕçе тивĕçлĕ: панулмисем (хĕллехи сортсем) нÿхрепре май уйăхĕччен упранаççĕ.
- Упрамалли вăрттăнлăх çинчен вулакансене каласа парăр-ха, - ыйтатпăр сад ăстине.
- Панулмие йывăç çинчен çеç асăрханса пухмалла. Çимĕçсене салфеткăсемпе чĕркесе хут ещĕксене сийĕ-сийĕпе хурса тухмалла. Панулми 0, +2 температурăра лайăхрах упранать, - тет вăл.
Мăшăрăн пухса илнĕ тухăçпа кама савăнтармалли пур. Хĕрĕсем, Гузель тата Альфия, ашшĕпе амăшĕ патне хăйсен çемйисемпе час-часах килсе çÿреççĕ, вĕсене пулăшаççĕ. Кĕрĕвĕсем тата мăнукĕсем аслисен опытне вĕренеççĕ. Тĕслĕхрен, аслă мăнукĕ Аделина, хулара ÿссе çитĕннине пăхмасăр, ял ĕçĕнчен пăрăнмасть: качака та сăвать, чăхсене те апат парать, çĕрулми те пуçтарать. Кĕрĕвĕ, Аяз, хуньăшне утарта пулăшса, хăй те опытлă хурт ăсти пулса тăнă. Вĕсем кăçал та пыл нумай туса илнĕ.
Габитовсем кăçал пĕрле 46-мĕш кĕркунне кĕтсе илеççĕ. Рафкат Гайнисламович вĕсен ялне ĕçлеме килнĕ çамрăк учителе пĕрремĕш хут мĕнле курнине халĕ те астăвать. Илемлĕ Сылу Гареевна вара сăпайлă тата калаçма юратман каччăн ырă чĕрине курма пултарнă. Кил-çурт, ĕç, ачасем – çулсем çапла майпа хăвăрт иртнĕ. Çулла çемье пуçĕ 70 çул тултарнине паллă тунă.
Ылтăн ÿсĕме кăмăлĕпе çывăх тата юратнă çынпа кĕтсе илни – вăл телей. Эпир пенсионерсем патĕнчен çакăн пек шухăшпа тухса кайрăмăр. Тата панулми тултарнă пакетсемпе.
И. ПОЛЕЖАЕВА.
Читайте нас