Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
31 Декабрӗн 2020, 18:05

ХИСЕПЛĔ ТУССЕМ!

Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн председателĕ Людмила МУРМАНСКАЯ саламлать.

Çĕршыври тата республикăри паллă пулăмсемпе çеç мар, нумай çемьене çухатупа ырату илсе килнĕ кăшăлвируспа та асра юлнă çул историе кĕчĕ. Кăçалхи 2021 çул ырă, пире хĕрхенекен çул пуласса, çĕнĕ савăнăç илсе килессе, кăмăла хуçмасса шанас килет.
Шел пулин те, палăртнă тĕллевсене пурне те пурнăçлама май килмерĕ, ирексĕр йышăннă карантин хăйĕн тÿрлетĕвĕсене кĕртрĕ. Апла пулин те чăваш общественноçĕ Пушкăртстанра çеç мар, Чăваш Республикинче иртекен мероприятисене хутшăнма тăрăшрĕ. «Шăпчăк сасси», «Хĕрарăма чыслар», «Кĕмĕл сасă-2020», «Чăваш пики-2020», «Мисс Интернешнл-2020» конкурссене, ял музейĕсен куравне, Чăваш тĕррин кунне, «Интернационаллă Çĕнтерÿ» мероприятие, Киров хулинче иртнĕ çамрăксен фестивальне, «Чăваш Енĕн çĕнĕлле Çĕнĕ çул глобусĕ» тата ытти мероприятисене хутшăнни тăван чĕлхене, хамăр халăх историне упраса хăварма, унăн мухтавлă йăли-йĕркисене аталантарма тăрăшнине тепĕр хут çирĕплетет. Пирĕнпе пĕр командăра пулнисене пархатарлă ĕçĕрсемшĕн, пулăшса пынăшăн тав тăватпăр. Уйрăмах районти чăваш Канашĕн уйрăмĕсен ячĕпе ăшă сăмах калас килет.
Пĕтĕм чун-чĕререн пурне те 2021 çулпа саламлатпăр. Кашни килте тăнăçлăх, телей, пуянлăх тата сывлăх хуçалантăр. Сывлăх - чи кирли. Унсăрăн савăнăç та, телей те, пултарулăх ĕçĕнчи çитĕнÿсем те пулмаççĕ. Тăван халăха малашлăха ĕненÿпе, шанчăкпа пăхма, пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма сунатпăр.
«Урал сасси» хаçатăн коллективне те Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп. Хаçат ĕçченĕсене пурнăçра пулса иртекен çĕнĕлĕхсемпе пире хăвăрт та вăхăтра паллаштарнăшăн, ĕç вырăнĕнче асăрхануллă та тимлĕ пулнăшăн тав тăвас килет.
Çĕнĕ çул ячĕпе сире, ентешсем!
Читайте нас: