Пур хыпар та
Общество
28 Декабрӗн 2020, 13:30

ÇĔНĔ ÇУЛ ЯЧĔПЕ ТĂВАН ЧĔЛХЕПЕ САЛАМЛА!

Пушкăртстан Республикинче пурăнакансем декабрĕн 28-мĕшĕнче Çĕнĕ çул ячĕпе ПР халăхĕсен тăван чĕлхипе саламлас енĕпе флешмоба хутшăнма пултараççĕ.

Çавна валли тăван чĕлхепе 1 минутран ытлашши мар вăрăмăш саламланин видеороликне хатĕрлемелле, ăна социаллă сетьсенче вырнаçтармалла. Ятарласа #ПоздравляюНаРодномЯзыке, #ТыуғанТелемдәҠотлайым, #НовогоднийБашкортостан хештегсем хушмалла.
Çĕнĕ çулпа саламланă видеоролик Пушкăртстанра пурăнакан халăхсен тăван чĕлхипе пулмалла. Камерăна горизонтальлĕ майпа вырнаçтармалла. Сăнÿкерчĕксемпе, ятарлă эффектсемпе усă курма юрать.
Флешмоба ÿсĕм енĕпе чикĕлевсемсĕр республикăра пурăнакан кашни çын хутшăнма пултарать.
Читайте нас: