Театр тата кино актерĕ Евгений Ибрагимов – пирĕн район çынни, „Инспектор Купер. Невидимый враг” детективлă сериалта вылянă. Çамрăк çын Стерлитамак хулинче çуралнă. 2001 çулта, Женя вунпĕр тултарсан, вĕсен çемйи пирĕн районти Шĕвĕрлĕ ялне пурăнма куçнă. Пулас актер Шланлăри вăтам шкула пĕтернĕ. Унтан Пушкăрт культура тата искусствăн республика колледжĕнче артиста тата театр постановкисен режиссерне вĕреннĕ. Çавăн хыççăн Санкт-Петербургри театр искусствин государство академийĕнче малалла пĕлÿ илнĕ.
Евгений каланă тăрăх, актер профессинче уншăн чи кирли – уçă кăмăллăх, пуринчен малтан, хăвăнпа ху çапла пулни. Унăн ăнăçу вăрттăнлăхĕнче – 1 процент талант, 99 процент ĕç - тăрăшса ĕçлени çеç результат тума пулăшать. Вылякан сăнарсем урлă хăйĕн гражданла шухăшне куракансем патне çитерме тăрăшать. 2019 çулта актер „Дублер” фильмра тĕп сăнара вылянă.