Пирĕн хаçат нумай пулмасть пичетлесе кăларнăччĕ ĕнтĕ çак тĕлĕнмелле шăпаллă çын çинчен. Унăн пурнăçĕнче пулса иртни никама та сÿрĕк хăвармарĕ пулĕ. Пурнăç, чăнах та, шухăшласа кăларман роман. Çак шухăшăн авторĕпе килĕшмелле.
Халĕ Аркадий Никитин Толбазă ялĕнчи хĕрĕ патĕнче пурăнать. Хăйне тунсăхлама ирĕк памасть. Хĕллехи кунсем пуçлансан вăл хăйне валли йĕлтĕр йĕрĕ - сывлăх сукмакĕ тунă. 91 çулти çынна йĕлтĕр çинче курма питĕ кăмăллă тата тĕлĕнмелле. Çулсене парăнманни те савăнтарать. Çакă, паллах, хавхалантарать, тĕслĕх пулса тăрать.