Пур хыпар та
Общество
22 Декабрӗн 2020, 17:45

Ыркăмăллăх пулăшăвĕ панă

Аургазă районĕнчи "Çемье" служба ачасене валли Çĕнĕ çул парнисем хатĕрлеме пулăшнă спонсорсене тав тăвать.

Çĕнĕ çул уявĕ çитиччен шутлă кунсем юлчĕç. Çулсерен "Çемье" центр пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесенчи ачасем валли Çĕнĕ çул мероприятийĕсем йĕркелесе ирттерет. Кăçал та çаплах пулнă. Хальхинче çак ĕçе Рамис Муксинов уйрăм предприниматель, Аургазăри ДРСУ (руководителĕ Артур Файзуллин), "Аургазымонтажсервис" ООО (рук. Игорь Иванов) коллективĕсем ыркăмăллăх пулăшăвĕ панă. "Çемье" центр вĕсене тав тăвать.
Читайте нас: