Аургазă хыпарçи
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
15 Декабрӗн 2020, 19:45

Тата тепĕр ывăлĕ – салтак

Çар чаçĕн командованийĕнчен тав çырăвĕ илсен ашшĕпе амăшĕн, Ан­дрей Александровичпа Лира Георгиев­нан, чĕрисем уйрăм мăнаçлăхпа тулнă.

Кĕçĕн Нагадак ялĕнчи Матвеевсен çемйинче пилĕк ывăл. Асли икĕ çул ка­ярах çарта служба иртсе килнĕ. Кăçал тата тепĕр ывăлне – Вадима – çара ăсатнă. Нумаях та пулмасть салтака Инçет Хĕвелтухăçне куçарнă, çавăнччен пилĕк уйăх тăршшĕне вăл Ульяновск ху­линче çар наукин пуçламăшĕсене алла илнĕ. Çар чаçĕн командованийĕнчен тав çырăвĕ илсен ашшĕпе амăшĕн, Ан­дрей Александровичпа Лира Георгиев­нан, чĕрисем уйрăм мăнаçлăхпа тулнă. Çырура боец çыхăну çар техникине тĕпчессинче тăрăшулăх, ăслă-тăнлă пуçарулăх тата тимлĕх кăтартнине палăртнă.
- Çирĕп ыйтни, дисциплинăллă пулни тата хушнă ĕçе яланах пурнăçлани Матвеев Вадим рядовойăн кулленхи ĕçĕнче ыттисенчен уйăрса тăракан ен­сем пулса тăнине уйрăм палăртатăп. Паян эсир хăвăрăн ывăлăрпа, Тăван çĕршывăн тивĕçлĕ хÿтĕлевçипе, тивĕçлипе мăнаçланма пултаратăр, - çырнă çырура.
Нагадакри шкулта тăххăрмĕш класс пĕтернĕ хыççăн Вадим Стерлитамакри строительство техникумĕн студенчĕ пулса тăнă. „Салават” ХФХ ОООра практика иртнĕ, кунтах çемье пуçĕ ме­ханизатор пулса ĕçлет. Лира Георги­евна – кил хуçи арăмĕ, арçынсем ĕçре чухне картиш тулли килти выльăх-чĕрлĕхе пăхать. Ĕнесем, вăкăрсем, сурăхсем, сыснасем, чăхсем, лаша – çакăн пек хуçалăхра пурин валли те ĕç çителĕклĕ. Пысăк çемьере ачасем мĕн пĕчĕкрен ĕçе вĕренсе ÿсеççĕ, пĕрремĕш класра вĕренекен чи кĕçĕн ывăлĕ те ашшĕ-амăшне пулăшать. Пиччĕшĕпе шăллĕсем тата тăванĕсем пурте Вадим салтакран таврăнасса кĕтеççĕ, ун çине пысăк шанăç хураççĕ.
Читайте нас: