Пур хыпар та
Общество
11 Декабрӗн 2020, 13:40

Хăюлăх коробки

Толбазăсем „Хăюлăх коробки” ыркăмăллăх акцине хутшăннă.

Унăн йĕркипе сÿрĕк мар кăмăллă çынсем больницăра сипленекен ачасем валли теттесемпе бокссем хатĕрлеççĕ. Коробкăсене процедура кабинетĕнче вырнаçтараççĕ. Укол тутарма килнĕ ача хăюлăхшăн хăйне валли парне суйласа илме пултарать. Унта пĕчĕк пациентсене куççульне пытарма пулăшакан мĕнпур япала - брелоксем, хунарсем, пуканесем, машинăсем, роботсем, пĕчĕк лего пуххисем - пур.
Çак кунсенче район центрĕнче те пухмалли пункт пулса кайнă. Ăна Алия Баева предприниматель хăйĕн ĕç вырăнĕнче йĕркеленĕ. Пирĕн районта проект пуçаруçи те вăл пулса тăрать. Кăмăл тăвакан кашни çын, коробкăна пысăк мар парне хурса, ачашăн больницăри йывăр кунсене çăмăллатма пултарать. Теттесем пурте çĕнĕ пулмалла, мĕншĕн тесен больницăри ачасен иммунитечĕ вăйсăрланнă. Коробкăна çемçе, ванакан, тÿсĕмлĕ мар, шĕвĕр кĕтеслĕ теттесем, косметика тата заколкăсем хума юрамасть.
Толбазăсем пухнă пĕрремĕш хăюлăх коробкине йĕркелÿçĕ район больницин сотрудникне (ÿкерчĕк çинче) панă те ĕнтĕ. Пухмалли пунктсем çак адрессемпе вырнаçнă: Толбазă ялĕ, Ленин урамĕ, 113, «Озон», Ленин урамĕ, 82, «Кулинария», Ленин урамĕ, 2 «б», «Тирмэ».
Читайте нас: