Тĕлпулăва Çĕнĕ Федоровкăри ялти библиотекаре Галина Алексеевана, аслă классенче вĕренекен Ираида Степанована тата Ольга Никитинана йыхравланă. Вĕсем куракансене гунн несĕлĕнчи çынсен пурнăç йĕркипе тата йăлисемпе паллаштарчĕç, чăваш халăх тумĕн элеменчĕсем çинчен интереслĕ калав хатĕрленĕ. Чăвашсем хушпу валли тимĕр укçа пысăкăшне çеç мар, мĕнле янранине те пăхса суйласа илнĕ иккен.
- Ташланă чухне тата вăйă картинче вĕсем илемлĕ чăнкăртатчăр тесе, тимĕр укçасене ытла нăкă çĕлемен, - каласа пачĕ ял библиотекарĕ интереслĕ факт çинчен.
Халăх ăстисен творчествипе халĕ çĕнĕлле усăланаççĕ. Вăл интерьера илемлетмелли япала, сцена костюмĕ тата интереслĕ сувенир пек пирĕн çуртсене çĕнĕрен килсе кĕрет. Чăваш тĕрри вăрттăнлăхĕсене çĕнĕ ăрусене вĕрентеççĕ. Вунпĕрмĕш класра вĕренекен Ираида алĕçĕпе темиçе çул тăршшĕне кăсăкланать ĕнтĕ. Тĕлпулу йĕркипе вăл фатинран çĕнĕ çул елки тăвас енĕпе мастер-класс ирттерчĕ.
- Çакăн пек илемлĕ япаласем тума мана аппа вĕрентрĕ. Ун хыççăн эпĕ те тĕрлемелли тĕрлĕ меслетсене пĕлсе çитрĕм. Пĕчĕк япаласене темиçе кун хушшинче тăватăп, пысăккине тăвасси вара темиçе уйăха тăсăлать. Хам тунă япаласене тăвансене тата туссене парнелетĕп. Хăшпĕр чухне заказсем те пулаççĕ, вара хобби тупăш кÿрет, - каласа пачĕ шкулта вĕренекен.
Пирĕн районта çырма тытăнакан чăваш поэчĕ пур. Вуннăмĕш класра вĕренекен Ольга мероприятинче конкурса хăй çырнă поэма сыпăкне каларĕ. Тăван чĕлхе, хăйĕн тăван кĕтесĕ, çутçанталăк çинчен сăвăра хĕр тăван культурăна, хăйĕн халăхне тарăннăн юратни çинчен пĕлтерет.
- Мана таврари тĕнче, çутçанталăк тапхăрĕсем хавхалантараççĕ. Эпĕ чăваш литература классикĕ Константин Иванов евĕрлĕ çырма тăрăшатăп, мана шкулта çак ĕçре пулăшаççĕ, - терĕ вăл.
Тăван чĕлхине тарăннăн хисепленине Ольга ĕçпе çирĕплетсе парать. Вăл çак кунсенче вулавçăсен регионсем хушшинчи „Якку Ухсайне вулатпăр” онлайн-конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Диплом ăна библиотекарьсем пачĕç.
Çаплах кĕнеке управçисем литература-творчество сехечĕ йĕркипе чăваш культурине халалланă кĕнеке выставки хатĕрленĕ. Унпа пирĕн район библиотекинче кирек хăш вăхăтра та паллашма пулать.