Массăллă информаци хатĕрĕсем пире укçана туртса илмелли хальхи чее мелсем çинчен каласа параççĕ. Чи малтан ватăсем ултавçăсенчен шар кураççĕ. Кашни çын çавăн пек лару-тăрăва лекме пултарнă пирки пĕр ĕç çинчен каласа парăп.
Пенсие тухсан пĕр банк пулăшăвĕпе усă курма шутларăм. Вăл хывнă укçашăн пенсионерсене паракан пысăк процент ставкипе илĕртрĕ. Укçа хывнă чухне паспорт копине турĕç. Кăшт тăрсан мана укçа кирлĕ пулса тухрĕ, эпĕ вара банкри счета хупрăм. Сахал мар çул иртрĕ. Нумаях та пулмасть çав банкăн регионри филиалĕнчен заказлă çыру илтĕм, унта эпĕ кредит договорĕн поручителĕ пулни çинчен çырнă. Тата заемщик кредита тÿлемест, çавăн пирки эпĕ банка процентпа пысăк укçа суммине тÿлемелле тесе каланă. Мана пĕр уйăх срок параççĕ. Тÿлесе татман тĕслĕхре ирĕксĕрлесе шыраттарса илме шантараççĕ. Хăратаççĕ: „Банк суда ыйтса çырсан Сирĕн суд тăкакĕсене тÿлемелле пулать, çав шутра адвокатсен пулăшăвĕшĕн тата государство пошлинишĕн тÿлеве те”. Анчах, 70 çул ытла пурăнса, нихăçан та поручитель пулман, кредит илмен, çырура кăтартнă заемщика пĕлместĕп.
Банкăн тивĕçсĕр претензийĕ мана „хаяр 90-мĕш çулсем” çинчен аса илтерчĕ, ун чухне рэкетирсем çарататчĕç. Ыйту тухса тăчĕ: Хама мĕнле хÿтĕлемелле? Мĕн тумалла? Ăçта каймалла?
Заявлени çырма тиврĕ, эпĕ çав кунхинех Шалти ĕçсен министерствин Аургазă районĕнчи пайне кайрăм. Полици майорĕ М. Магомедгалиев заявление йышăнчĕ, ăна тимлĕн вуласа тухрĕ. Çавăн хыççăн вăл çакăн пек тĕслĕхре тумаллине пĕтĕмпе пурнăçларĕ. Çур сехет те иртмерĕ, ман пата çамрăк сотрудник Р. Диваев пычĕ те хăйĕн патне йыхравларĕ, унта эпĕ тĕплĕн каласа панине çырса хучĕ. Часах участокри инспектор, полици майорĕ М. Ибатуллин та ĕçе хушăнчĕ, вăл документсен копийĕсене турĕ, çав банкăн районти филиалне кайрĕ.
Эпĕ Аургазă районĕн полицийĕн начальникĕ К. Павленко подполковник (халĕ ăна Уфана ĕçлеме куçарнă) хăйĕн сотрудникĕсен ĕçне, унта хутшăнмасăр, пĕлсе тĕрĕслесе тăнине асăрхарăм. Полици ĕçĕ çинчен малтанхи шухăшсем мана шанчăк пачĕç, результачĕ мĕнле пулассине кĕтмелли юлчĕ.
Пĕр уйăх хушши хумханнă хыççăн Караидель районĕнчен çыру килчĕ, ăна шалти ĕçсен пайĕн следстви ушкăнĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Е. Шамиданов тата И. Бадрдинов следователь алă пуснă. Унта çапла пĕлтереççĕ: вĕсем кредит заемщикĕ тата поручителĕ (манпа пĕр хушаматлă, анчах çуралнă кунĕ тата пурăнакан вырăнĕ урăхла) кам пулнине тупса палăртнă. Вĕсем – Караидель районĕнче пурăнакан çынсем. Заемщик 2015 çулта кредита тÿлемелли графика пăснă пулнă иккен. Анчах вăл кредита тÿлесе татнă. Парăм каллех ăçтан пулса кайни тата, имĕш, пулса тăнă парăм пирки çырăва мĕншĕн Аургазă районĕнче пурăнакан çынна ярса пани çинчен заемщик тата поручитель пĕлмеççĕ. Банк программа тивĕçтерĕвĕнчи техникăлла йăнăш çине янă. Çакăн пек „йăнăшшăн” цивилизациллĕ обществăра каçару ыйтаççĕ. Банк урăхла шутлать пулас. Финанс учрежденийĕшĕн çакăн пек йăнăшсем çапла пулмалла та пек туйăнать пулĕ. „Суд тăкакĕсем” пирки калас пулсан – банк çапла хăратрĕ – эпĕ вĕсене хăйне тавăратăп. Çынсен шанчăкне çĕнсе илмелле, пулас клиентсене хăйĕнчен сивĕтсе, тивĕçсĕр претензисем тăратмалла мар.
Юлашкинчен Российăн Шалти ĕçсен министерствин Аургазă тата Караидель районĕсенчи пайĕсен сотрудникĕсене питĕ пысăк тав сăмахĕсем калатăп, вĕсем çак ĕçе питĕ яваплă пурнăçларĕç. Шалти ĕçсен министерствин хăйсен служба тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан сотрудникĕсене пурне те иртсе кайнă професси уявĕ ячĕпе – Шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп!
В. БОРИСОВ.
Толбазă ялĕ.