Техника хатĕрĕн хут паспорчĕ манăçа тухать
Уйăх пуçламăшĕнчен транспорт хатĕрĕсен паспортне (ПТС) онлайн параççĕ. Яланхи ПТС хуçисен вĕсене электронлипе улăштармасан та юрать. 2020 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕччен панă документсем пурте вăйра тăраççĕ. Çаплах вĕсене çухатнă тĕслĕхре ГИБДДра çĕнĕрен илме пулать.
Çул çинчи транспорт инкекĕн формальноçĕсене - онлайн
Аварине халĕ ГИБДД инспекторĕсĕрех кирек хăш регионра та палăртма пулать. Çул çинчи транспорт инкекĕн участникĕсем хушшинче килĕшменлĕх пур тĕслĕхре те. Икĕ водителĕн те „Госуслуги” сайтра регистраци пулмалла тата вĕсенчен пĕрин те пулин „Помощник ОСАГО” приложени пулма тивĕçлĕ.
Автомобилистсем çаплах шинăсене тата покрышкăсене марка лартассине ĕçе кĕртни çинчен пĕлме тивĕçлĕ. Халĕ „Честный знак” таварсен обязательнăй марка системине вĕсене çаврăнăша кĕртни, çаврăнăшĕ тата çаврăнăшран кăларни çинчен сведенисем кĕртĕç. Çакна рынокра контрафакт пулассине сирсе яма тунă. Усăланакансене меллĕ пулма „Честный знак” приложени тунă, унта легаллĕ мар продукцине ăçта тупни çинчен кăтартса пĕлтерÿ ярса пама пулать. Шинăсен пахалăхне смартфонпа усăланса тĕрĕслеме пулĕ.
Виçĕ çултан пуçласа çичĕ çул таран ачасемлĕ пĕчĕк тупăшлă çемьесемшĕн финанс пулăшăвĕ илме право паракан документсен списокне кĕскетнĕ. Халĕ алимент çинчен справка пухмалла тата тăратмалла пулмĕ. Çак информацине государство органĕсем ведомствăсем хушшинчи хире-хирĕç электронлă çыхăнупа хăйсем тĕллĕн илĕç. Виçĕ çултан пуçласа çичĕ çул таран ÿсĕмри ачасемшĕн кашни уйăхри пособине Владимир Путин Президент указĕпе 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен кĕртнĕ.
Кăмăл тăвакансемшĕн пуриншĕн те майлă пултăр тесе, Российăн „Мир” тÿлев системин карттисене мĕнпур онлайн суту-илÿ площадкисене те йышăнма хушнă. Çакă халлĕхе çулталăкне 40 миллион тенкĕ ытла çаврăнăшпа чи пысăк агрегаторсене пырса тивет. Закона тата лайăхлатса пырĕç. Госдумăра каласа панă тăрăх, сутса тунă укçа чиккине тапхăрăн-тапхăрăн кемĕтĕç: 2020 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 30-мĕшĕччен – 30 млн тенкĕ таран, 2021 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен – 20 млн таран.
Пурăнмалли çурт-йĕр – пĕчĕк ставкăпа
Российăра льготăллă ипотекăна çитес çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен тăснă. Госпрограмма тăвакан çуртсенче куçми пурлăх 15 процентран кем мар малтанхи тÿлевпе çулталăкне 6,5 процентпа 30 çул таран срока туянма май парать. Пĕчĕк ставка кредитлавăн пĕтĕм срокĕнче вăйра тăрĕ. Клиентсене меллĕ пулма Россия Пенси фончĕн электронлă сервисĕсем урлă çирĕплетсе пама, трейд-ин урлă туянма пулать. Заемăн чи пысăк сумми – 6 млн тенкĕ таран.