Василий Иванович пурнăç ăслăлăхне ачаранпа ăса илнĕ. Вăл хăйĕн ашшĕнчен çĕре, хресчен ĕçне хисеплеме тата юратма вĕреннĕ. Çĕр çинче ĕçлесси уншăн – чун туртăмĕ.
2006 çулта юбиляр фермер ĕçне тытăннă. Хуçалăх ятне – „Салават” – хăйĕн ашшĕпе амăшĕ советсен вăхăтĕнче ĕçленĕ колхоза халалласа панă. Халĕ унăн хресчен-фермер хуçалăхĕ – ăнăçлă аталанса пыракан предприяти, вăл экономика кăтартăвĕсен ÿсĕмне çултан-çул кăтартать.
Ялхуçалăх предприятийĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес тата ÿсентăран ÿстерес ĕç отраслĕсем лайăх хăвăртлăхпа аталанса пыраççĕ. Фермер хуçалăхĕ хура-ула ăратлă мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетекен хуçалăх ятне илнĕ, ĕне фермисене реконструкциленĕ, хальхи оборудованипе тата машинăсемпе тивĕçтернĕ. Халĕ кунта пысăк тухăçлă ăратлă выльăх-чĕрлĕх шучĕ хушăнса пырать, самăртмалли площадка ĕçлет.
Хуçалăхăн техника бази пысăк хăвăртлăхпа ÿссе пырать. „Салаватра” малта пыракан технологисен хакне пĕлеççĕ, уйрăмах ÿсентăран ÿстерес ĕçре. Нагадаксем „Башинком” наука тата çĕнĕлĕхе производствăна кĕртекен предприятипе çыхăнса ĕçлеççĕ, çулсерен пĕрчĕллĕ тата техника культурисен пысăк тухăçне туса илеççĕ. Хуçалăх илнĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçаллă тĕштырăсем реализацилемелли сертификат селекци ĕçне илсе пыма тата вăрлăх сутма ирĕк парать.
Василий Ивановичăн авторитечĕ пысăк пулнипе хуçалăх республикăри ялхуçалăх продукцийĕн рынокĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Питĕ ĕçлĕ пулнине пăхмасăр, „Салават” руководителĕ ялхуçалăх производствине илсе пыракан территоринчи ял тăрăхĕсен обществăлла пурнăçне активлă хутшăнать. Вăл ялăн социаллă аталану программисене пурне те спонсор пулăшăвĕ парать, районти уяв мероприятийĕсене ирттерме пулăшать. Ĕç интересĕсене чунтан парăнса тăнипе, ертÿçĕн пысăк пултарулăхĕпе, çынсене хисепленипе вăл ĕçтешĕсем тата халăх хушшинче тивĕçлипе авторитетлă пулса тăнă.