Чăваш Хурамал ялĕнчи Ксения Иванова (ÿкерчĕк çинче) хăйĕн килĕнче чечек тĕнчи тунă. Вăл герань кăна 15 тĕслине çитĕнтерет! Чечек хушшинче йăлтăркка çутă бегони, чаплă орхидейăсем, сансиверисем, спатифиллум... Çурчĕн мĕнпур чÿрече янахне чечексемлĕ кашпосем йышăннă. Вĕсене пурне те шăварма кил хуçи арăмĕ сахал мар вăхăт тăкаклать. Тĕрĕс, халĕ Ксенийăн килти пулăшаканĕсем – хĕрачисем – кăшт ÿснĕ. Вĕсенчен чи асли 9 çулта, кĕçĕнни нумаях та пулмасть иккĕ тултарнă. Хĕрачасен ячĕсем те чечек ячĕсене аса илтереççĕ: Гликерия, Глория тата Габриэлла. Упăшки, Вадим, хĕрарăмăн кăмăл еккине пур енĕпе те ырлать. Илем ытлашши пулмасть вĕт!
Ивановсем темиçе çул каялла Стерлитамак хулинчен хăйсен тăван кĕтесне куçса килнĕ, кунта юлма шутланă.
- Малтан ахаль чечексем çитĕнтереттĕм, унтан почтăпа вăрлăх çырăнса илме тытăнтăм. Кашни тĕсне мĕнле ÿстермелли çинчен нумай статья вуларăм. Чи кирли – тĕрĕс пăхасси: калчасене вăхăтра кăпкалатмалла, шăвармалла, кирлĕ чухлĕ çутă тумалла. Чечексем ÿсчĕр тата савăнăç кÿччĕр тесен чи пĕлтерĕшли – вĕсене юратмалла. Пĕтĕм чуна парса, эпĕ вĕсемшĕн нумай вăхăт тăкаклатăп. Ÿсентăрансем вара мана чаплă чечексемпе савăнтараççĕ, - тет Ксения.
Вăл илем тăвас тесен, ăна ытлашши вăй хумасăрах тума пулнине шанать. Çапла пултăр тесен, çăтмахри пек сад лартмалла.