Аургазă хыпарçи
-4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
10 Ноябрӗн 2020, 15:55

Предпринимательтен парне

Шланлă ялĕнче çĕнĕ шăл кабинечĕ уçăлнă.

Вырăнти предприниматель Виссарион Игнатьев Шланлăри врач амбулаторийĕн кабинечĕ валли хальхи стоматологи оборудованийĕ туяннă.
Шланлăсем Виссарион Григорьевич пысăк чунлă çын пулнине пĕлеççĕ. Вăл ял çыннисемшĕн сахал мар ырă ĕç тунă. Чи пысăккисенчен пĕри - ялта „Вера” суту-илÿ центрĕ уçни. Темиçе çул тăршшĕне ял çыннисем ăçта-тăр кайса çÿремесĕрех кирлĕ тавара пĕр çĕрте туянма пултараççĕ. Какайран тутлă çурма фабрикатсем туса кăларакан пред­приниматель ыркăмăллăх ĕçне те илсе пырать, час-часах тĕрлĕ проектсен спонсорĕ пулса тăрать.
Ялта ăçта проблема пур – общественник çавăнта. Вăл хăйĕн ялйышне пулăшать, час-часах тĕрлĕ проектсен спонсорĕ пулса тăрать. Халĕ те вăл шăл сиплемелли тех­ника туянма укçа-тенкĕ уйăрса панă. Анчах çавăнччен рай­он больницин ертÿçисем тата Виссариан Игнатьев сывлăх сыхлав çул-йĕрĕпе врач амбулаторийĕн тăррине çĕнĕрен витме калаçса килĕшнĕ, çав ĕçе тунă та ĕнтĕ.
Ял çыннисем кабинета çĕнĕ оборудовани вырнаçтарса лартиччен ăна юсамалла тесе шутланă. Канализаци, шыв пăрăхĕ ирттернĕ, электропроводкăна, маччине, урайне улăштарнă, стенисене сăрланă.
- Эпĕ çак ĕçе аталантарма пуçару çеç патăм – стома­тологи оборудованийĕ туянма шантартăм, ял халăхĕ хăй вара кабинета тĕпрен юсама укçа-тенкĕ хыврĕ. „Дружба” СПК председателĕ Зилавир Максютов та пулăшу пачĕ. Вĕсем пулăшман пулсан ĕç тухмĕччĕ, - тет меценат.
Оборудовани пирки каласан, Шланлă çынни ăна туян­ма укçа шеллемен. Вăл 400 пин тенке ÿкнĕ. Унта пациент­сене хăтлă йышăнма кирли пĕтĕмпе пур.
Семен ял тăрăхĕнчи çынсен шăлĕсене Венера Ямалова терапевт стоматолог сиплет. Çак медучрежденинче çичĕ çул ĕçлесе, вăл хăйне лайăх специалист пек кăтартнă.
Кабинета чаплă уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ Сергей Цуканов тата Толбазăри районăн тĕп больницин главнăй врачĕ Виталий Тарасов килнĕ. Вăл районти сывлăх сых­лав ятĕнчен Виссарион Григорьевича хăйĕн ентешĕсене паракан спонсор пулăшăвĕшĕн тата проблемисем тĕлĕшпе сÿрĕк пулманшăн Тав çырăвĕ пачĕ. Главнăй врач пухăннисене пирĕн районта медицина мĕнле аталанни, мĕн тунă тата мĕн тумалли çинчен каласа кăтартрĕ.
Çак событи – пирĕн хушăра хăйĕн тăван кĕтесĕн про­блемисем тĕлĕшпе тимлĕ çынсем те пуррин витĕмлĕ тĕслĕхĕ. Вĕсене пула ял пурăнать тата аталанать.
Читайте нас: