Пирĕн атте Владимир Игнатьев Красный Восток ялĕнче пурăнать. Унăн ачалăхĕ ыттисенни пекех иртнĕ – тусĕсемпе футболла, волейболла вылянă, ашшĕпе амăшне хуçалăхра пулăшнă. Анчах унăн пĕр уйрăмлăхĕ пулнă: сехечĕ-сехечĕпе ÿкерсе ларма юратнă, паллă художниксен картинисен кописене тума тăрăшнă, тăмран çăрса кĕлеткесем, алĕç тунă, яланах йывăçран мĕн-тĕр ăсталанă. Меселпуç шкулне пĕтерсен çара кайнă, унта ăна часть территорийĕнче хĕрлĕ кĕтес илемлетме, плакатсем тата стендсем тума тивнĕ. Тен çавăнпа, çартан таврăнсан, колхоз ертÿçисем аттене художник-оформитель пулса ĕçлеме ыйтнă. Каярахпа, колхоз панă направленипе, вăл художник-декоратора вĕреннĕ.
Владимир Анатольевич пурнăç тăршшĕпе юратнă ĕçне тăвать. Çак çулталăк уншăн юбилей çулĕ – вăл утмăл çул тултарать. Аттепе анне пилĕк ача – тăватă ывăл тата мана, хĕрне, – пăхса ÿстерчĕç. Халĕ эпир пурте хамăр тĕллĕн пурăнатпăр.
Пирĕн атте ăслă, пултаруллă, сапăр тата йĕркеллĕ çын. Тата вăл питĕ ĕçчен. Час-часах унран çапла илтетпĕр: „Лайăхрах пурăнас тесен ĕçле, ан ÿркен, ан хăра, хăвăн тĕллевÿ патне çирĕп ут!” Çакă унăн пурнăçĕн тĕп принципĕ. Атте пире яланах тата пур енĕпе те пулăшать. Вăл кухньăра хаваспа тăрмашать, питĕ тутлă блюдăсем хатĕрлет. Çанталăк май парсан, унпа пĕрле кăмпана, пулла, çырлана каятпăр.
Çынсем манăн аттепе хутшăнма çăмăл тесе час-часах калаççĕ. Вăл эрудициллĕ, нумай ыйтăвăн хуравне пĕлет. Кирек хăш ĕçе те профессионал пек тума тăрăшать. Атте – пирĕн мăнаçлăх, вăйлă, хăюллă, чăн-чăн арçын тĕслĕхĕ. Вăл аннешĕн тата пирĕншĕн тăрăшать, хăйĕн тивĕçĕсене яваплă пурнăçлать. Çемье уншăн – малти вырăнта. Акă мĕншĕн эпĕ хамăн аттепе мăнаçланатăп, унăн кăмăлне хуçмасса тăрăшатăп.