Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
10 Октябрӗн 2020, 12:50

Меселпуç ялĕнчи вăрăм ĕмĕрлĕ кинеми

Ксения Ефимова, 95 çула çитнине пăхмасăр, пĕр вырăнта лармасть тата чăн апат-çимĕç çеç çисе пурăнать.

Меселпуç ялĕнче пурăнакан вăрăм ĕмĕрлĕ кинеми çуртне нумай пулмасть пĕтĕм тăванĕ пухăннă. Çавăн сăлтавĕ савăнăçлă событи – Ксения Степановнан (ÿкерчĕк çинче) 95 çул юбилейĕ – пулса тăнă. Палланă çыннисенчен нихăшĕ те çавăн чухлĕ çул памасть пулин те.
Кинеми пĕччен пурăнать, магазина хăй çÿрет, хăех апат пĕçерет тата килĕнче тирпейлет, чăхсем тата автан усрать. Канмалли кунсенче, ачисем килсен, вĕсемпе пĕрле пахчана çумкурăк тасатма, „çамрăксен” ĕçне тĕрĕслеме тухать. Унăн ачисем хăйсем те пенсионерсем пулин те.
- Вăл ачаранпа ĕçлеме хăнăхнă, - каласа парать кÿршĕллĕ урамра пурăнакан мăнукĕ Ольга Терентьева. – Меселпуçĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкул пĕтернĕ хыççăн колхозра ĕçленĕ. Вăрçă пуçланнă чухне вăл 16 çула кайнă. Вăрçă çулĕсем тăршшĕне выльăх-чĕрлĕх ферминче ĕçленĕ. Вăрçă вĕçленнĕ хыççăн качча тухнă, тăватă ача çуратнă. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕ. Пирĕн кукаçи вилнĕренпе 30 çул ытла иртрĕ, кукамай вара ачисемшĕн малалла пурăнать. Халĕ унăн 11 мăнук, мăнукĕсен 20 ачи тата мăнукĕсен ачисен икĕ ачи пур.
Ксения кинемине ĕçсĕр сайра курма пулать. Тăванĕсен шухăшĕпе, вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ хусканура тытăнса тăрать.Тата Ксения Степановна кашни çĕнĕ куншăн савăнма пĕлет, пурне те телей сунать.
Читайте нас: