Аургазă хыпарçи
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
22 Сентябрӗн 2020, 16:55

Вăхăтпа тан пымалла

Районти тĕп больницăн главнăй врачĕ Виталий Тарасов хăйĕн 60 çулхи юбилейĕ умĕн „Аургазă хыпарçи” журналистне çемье, хоб­би тата пурнăç тĕллевĕсем çинчен каласа пачĕ.

Справка
1960 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнче Куезбаш ялĕнче çуралнă. 1987 çулта Пушкăрт государство медицина инсти­тутне пĕтернĕ. 1998 çултан пуçласа Толбазăри районăн тĕп больницинче нарколог, пĕр вăхăтрах методист врач пулса ĕçленĕ. 1996 çулта больницăн главнăй врачĕн пĕрремĕш заместитель­не уйăрса лартнă. 2012 çултан вара районти сывлăх сыхлавне ертсе пырать. Ултă хутчен ăна райсовет депутат­не суйланă. Наградисем: „РФ сывлăх сыхлав отличникĕ”, „ПР тава тивĕçлĕ врачĕ”, „Российăн ылтăн чĕри” (Хĕрлĕ хĕрес енĕпе).
- Виталий Григорьевич, çак çулталăк ансат пулмарĕ. Пандеми­не пула сывлăх сыхлав системи­не йывăр килчĕ. Çак темăна эпир иртнĕ номерсенче сÿтсе яврăмăр. Аургазăсене „васкавлă пулăшу” тухса çÿрессипе çыхăннă ыйту хум­хантарать. Йĕркепе килĕшÿллĕн, температури ÿснĕ тата ОРВИн ытти паллисем пур пациентсене килĕнче тивĕçтермелле. Миçе бригада тухса çÿресе ĕçлет, вĕсем çителĕклĕ-и?
- Çапла, кăçал коронавируса пула тухтăрсемпе медсестрасене çăмăл мар пулчĕ, халтан кайиччен ĕçлеме тÿр килет. Васкавлă пулăшăвăн та ĕçĕ нумайланчĕ. Район çыннисене васкавлă медицина пулăшăвĕн икĕ бригади тивĕçтерсе тăрать. Иккĕмĕш бригадăна эпир 2013 çулта, хирурги корпусĕ ĕçлеме пуçласан, уçрăмăр. Халĕ постра васкавлă пулăшăвăн 8 фельдшерĕ, чĕнтернисене йышăнакан тата тухса çÿрекен бригадăна вĕсем çинчен пĕлтерекен 4 диспетчер ĕçлеççĕ. Диспетчерсен вăтам медицина пĕлĕвĕ пур, кирлĕ чухне врач умĕнхи медицина пулăшăвĕ пама пултараççĕ. Автопарка çичĕ водитель тивĕçтерет. Пирĕн район территорийĕ пысăк, кунта 30 ытла пин çын пурăнать. Нормативпа килĕшÿллĕн, пирĕн васкавлă пулăшăвăн виçĕ бригади ĕçлемелле. Анчах та виççĕмĕшне уçма укçа-тенкĕ уйăрса па­расси çителĕксĕр пулни чарать. Унсăр пуçне, ĕç кунĕсенче икĕ автомаши­на çитĕнсе çитнисене тата ача-пăчана васкавлă пулăшу пама тухса каять.
- Кадрсемпе тивĕçтерес енĕпе ĕçсем мĕнле? Район больницине мĕнле специалистсем кирлĕ?
- Республикăра район меди­цина кадрĕсемпе тивĕçтерес енĕпе лайăххисенчен пĕри. Пирĕн 41 ФАП, пилĕк врач амбулаторийĕ ĕçлеççĕ, вĕсене пурне те медицина персоналĕпе комплектланă. Ишлĕри больницăра ултă врач ĕçлет. „Земство тухтăрĕ” програм­ма пулăшнипе пирĕн пата 40 çамрăк специалист килчĕ. Вĕсем пурте 1 млн тенкĕ калăпăшпа государство субсидийĕ илчĕç. Çурри ытларахăшĕ - 26 врач - кун­та юлчĕç, халĕ те малалла ĕçлеççĕ. Кăçал эпир тата çичĕ çамрăк врач йышăнтăмăр, вĕсем хушшинче икĕ терапевт тата сто­матологсем. Поликлиникăна травмато­лог врач, хирург, терапевтсем кирлĕ. Вăтам медицина персоналĕпе туллин тивĕçтернĕ, районта дефицит çук.
- Район больницине кирлĕ медицина оборудованийĕпе тивĕçтернĕ-и? Эсир ял çыннисене пахалăхлă пулăшу памалли хальхи аппаратсемпе мухтанма пултаратăр-и?
- Медицина оборудованийĕпе тивĕçтересси çинчен каласан, вăл „Сывлăх” приоритетлă наци проекчĕн йĕркипе юлашки çулсенче самаях çĕнелчĕ. Толбазăри районăн тĕп боль­ницинче компьютер диагностикин меслечĕпе, УЗИ-оборудованипе ăнăçлă усăланаççĕ, клиника-диагностика лабо­раторине кирлипе пĕтĕмпе тивĕçтернĕ. Кабинетсене пурне те компьютерпа тивĕçтернĕ. Вăхăтпа тан пымалла. Халь­хи оборудованипе çĕнĕлле ĕçлеме тÿр килет. Стоматологи кабинечĕ валли хăватлă икĕ аппарат пур. Ялта меди­цина тивĕçтерĕвне лайăхлатма тĕпрен юсав ĕçĕсем пĕрмаях ирттеретпĕр. Çурт тăррине улăштарни, пластик чÿречесем майлаштарса лартни, илемшĕн якатса юсани – çакă пĕтĕмпе хăтлă условисенче ял çыннисене йышăнма, вĕсене медици­на пулăшăвĕ пама май парать.
Юлашки çулсенче районти тĕп больницăн поликлиникинче, ача-пăча, инфекци, гинекологипе йывăрлă хĕрарăмсен патологийĕн уйрăмĕсенче юсав ирттернĕ. Плансенче – ача-пăча поликлиники тăвасси.
- Толбазăри районăн тĕп больницин территорине тирпей-илем кĕртнине палăртмасăр иртме çук. Эсир çавна тимлĕх уйăракан районти нумай мар организацисен­чен пĕри.
- Больницăра пĕтĕмпех чирли­сене сывалма тата канма пулăшмалла тесе шутлатăп. Паллă ĕнтĕ, эпир курăк-чечек çине пăхнă чухне куç канать. Кашни çул хамăр вăйпа чечеклĕхсем йĕркелетпĕр. Курăк-чечек лартас енĕпе, тĕпрен илсен, медсестрасен тата хуçалăх персоналĕн совечĕ ĕçлет. Икĕ çул каярах килсе çÿрекенсем валли сквер уçрăмăр, маларах фонтансем майлаштартăмăр. Халĕ кунта пирĕн пациентсем саксем çине ларса канаççĕ. Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалласа кăçал Çĕнтерÿ аллейи турăмăр, унта Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă Аургазă медработникĕсене халалланă асăнмалăх паллă майлаштар­са лартрăмăр.
- Тавтапуç калаçушăн. Юлаш­кинчен блиц-ыйтăм.
Пурнăçра чи кирли. Çемье - арăм Людмила, хĕрĕм Виктория, ывăл Сер­гей. Хĕрĕм юридически пĕлÿ илчĕ, пред­приниматель пулса ĕçлет. Ывăл ман çул-йĕрпе кайрĕ, Стерлитамак хулинчи психиатри больницинче сиплев пайĕ енĕпе главнăй врачăн заместителĕ пул­са ĕçлет. Иккĕшĕн те хăйсен çемйисем. Тăватă мăнук – манăн мотиваторсем.
Хобби. Сунара çÿреме тата пулла кайма юрататăп, сунарçăсен район об­ществин членĕ.
Кĕнеке. Алексей Черкасовăн „Хмель. Конь рыжий. Черный тополь” трилогийĕ. Вăл çутçанталăк-аннемĕр пире сывлăхлă пулма мĕнпурне те пани çинчен.
Сирĕн девиз. Вăй хумасăр пулă та тытма çук. Халĕ эпир вăй-хал ĕçĕ тума, çавăнран киленÿ илме мантăмăр.
Мĕнле кăмăл-туйăмпа урăх тĕл пулас килмест. Стабиллĕхе çухатни. Тĕнчере вăрçă ан пултăр.
Канмалли юратнă вырăн. Хамăр çĕршывра канма кăмăллатăп. Ун тулаш­не нихăçан та тухса кайман. Эпĕ – па­триот.
Тĕллевсем. Сывлăх пулсан, малалла ĕçлеме, май пур таран ытларах çын хуш­шинче пулма.
Юратнă фильм. „Белое солнце пу­стыни”, „Бриллиантовая рука”, „Титаник”.
Спортăн юратнă тĕсĕ. Бильярд, тĕл пересси.
Хăвăра мĕн суннă пулăттăрччĕ. Хастарлăх.
Читайте нас: