Аургазă хыпарçи
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
17 Сентябрӗн 2020, 17:20

Пысăк çупкăмсем – тутлă çырласем

Пиртен кашнин иçĕм çырлин пуян тухăçне пухса илес килет пулĕ - çырлисем пылак, çупкăмĕсем вара килограмм ытла пулччăр. Толбазă ялĕнчи Людмила Тимофееван (ÿкерчĕк çинче) çапла пулать те.

15 çул ытла, пенсие тухнăранпа, вăл хăйĕн садĕнче кăнтăрти çак сĕтеклĕ çырлана çитĕнтерет. Халĕ унăн вунă ытла сорт.
- Мана „Алешкинский” сорт питĕ килĕшет, пуян тухăç парать. Унран ĕрчетме пуçларăм та. Паллах, культурăна пăхмалла. Çуркунне çитсен юр айĕнчен чавса кăлармалла, унтан тăм ÿксе шăнасран, чирсен­чен тата сăтăрçăсенчен сыхламалла, шăвармалла, кăпкалатмалла... Çавăн чухне кăна çырла савăнтарать. Кăçал çу шăрăх пулчĕ, тухăç питĕ лайăх. Пусă пурри питĕ аван, - каласа парать кил хуçи арăмĕ. – Тĕпрен илсен, иçĕм çырлинчен сок хатĕрлетĕп. Вăл чĕрешĕн, бронхит чухне, вăй-хал ĕçĕ тунă чухне, ыйхă çĕтсен усăллă. Анчах пурне те юрамасть. Сăмахран, ăна сахăр диабечĕ, ытлаш­ши самăрланнă чухне ĕçме юрамасть.
Людмила Сафроновнан картишĕ ытарайми. Ăна тир­пей-илем кĕртнин тĕслĕхĕ тесе калама пулать. Розăсем, лилисем тата ытти чечексем куçа савăнтараççĕ, улмуççи, слива, груша, хурлăхан, хăмла çырли çимĕç параççĕ. Теплицăра çуркуннерен пуçласа помидор, хăяр тата пăрăç çитĕнет. Сăмах май, вăл калчине те хăйех ÿстерет. Уçă çĕр çинче те тĕрлĕрен çимĕç нумай ÿсет. Ял çыннине çĕр тăрантарать.
Кĕркунне кил хуçи арăмĕ тухăç пухса илет. Ÿстернĕ пулсан – тăварламалла, банкăна чиксе хупламалла, ком­пот вĕретмелле. Хĕлле çак запас кирлĕ пулĕ.
Читайте нас: