Аургазă хыпарçи
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
16 Сентябрӗн 2020, 12:15

Чечексен уявне – 25 çул!

Кебеç ялĕнчи чечексен уявĕн юбилейĕ илемлĕхе юратакан çынсене пуçтарчĕ.

Çакă Кебеç ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн хăйне уйрăм событи. Уяв пуçласа аякри 1995 çулта пулса иртнĕ вĕт. Çавăнтанпа вĕсем çак йăлана пĕрре те улăштарман. Чечексен уявне кăçал 25 çул пулнă! Ăна уявлассине панде­мине пула урăх вăхăта куçарма тивнĕ. Анчах йĕркелÿçĕсем пурпĕрех ял çыннисемшĕн çуллан пĕр „татăкне” хатĕрленĕ.
Ялти Культура çурчĕ умĕнче чечексен тата пахчаçимĕç выставкине йĕркеленĕ. Хĕрарăмсем ме­роприятине илемлĕ чечек çыххисемпе килчĕç. Капăр астрăсем, нимпе те палăрман сентябринăсем, тĕрлĕ тĕслĕ георгинсем, ылтăн шарсем, ялкăшса тăракан бархатцы, люпинсем чечек çыххисен ретĕнче тăрса тухнă. Че­чек ÿстерекенсем хăйсен палисадникĕсен фонĕнче ÿкнĕ сăнÿкерчĕксен коллажĕ çак ял тăрăхĕнче чечексене мĕнле юратнине кăтартать. Ял çыннисем вĕсене пĕчĕк ачана пăхнă пек ачашласа ÿстереççĕ.
Кебеç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Фаниль Мулюков ял çыннисене юбилей дати ячĕпе чунтан саламларĕ, вĕсем çурт çумĕнчи терри­торисене йĕркене кĕртсе хăйсен урамĕсенче тăвакан илемшĕн тав турĕ. Меро­прияти участникĕсем Кебеç шкулĕн вĕренекенĕсемпе Аслă Отечественнăй вăрçăра вилнĕ салтаксен палăкĕ умне чечек çыххисем хучĕç.Кил хуçи арăмĕсем хавха­ланса тематика кроссворчĕн тупсăмне тупрĕç. Вĕсем мĕнпур чечек ячĕсене ка­ласа тухрĕç. Чи активлă чечек ÿстерекенсене тата художество пултарулăх участникĕсене асăнмалăх парнесем пачĕç. Вĕсем шутĕнче Анна Васильева, Валентина Петрова, Альфия Равилова, Зиля Равилова.
Утаркуль ялĕнчи Николай Васильев тата Толбазă лицейĕн директорĕ, Кебеç ялĕнче пурăнакан Лариса Василье­ва чечек уявĕн идейăллă хавхалантаруçисем пулнă тата пулса тăраççĕ. Нико­лай Семенович 87 çулта. Сумлă ÿсĕмне пăхмасăр, вăл çирĕп тата унăн ĕç тăвас хастарлăхĕ тапса тăрать. Пуçаруллă общественник мĕнле ĕçе кăна тытăнсан та, вăл ăна пĕтĕм чунтан тата пысăк кăмăлпа тăвать. Тыл ĕçченĕ районта паллă „Мер­чен” чăваш ансамбльне ерт­се пырать.
Николай ВАСИЛЬЕВ,
мероприяти йĕркелÿçи:
- Хăйне чечексем савăнтарман çын тĕнчере çук пулĕ. Эпир малтан халăха чечек ÿстерес ĕçе явăçтарасшăнччĕ. Ун чухне, çирĕм пилĕк çул каялла, ял тăрăхĕнче чечек ÿстерекенсем сахалччĕ. Анчах çак уява пула нумайрах та нумайрах çын вĕсене ĕрчетме тытăнчĕ. Килкартишĕнче кăна мар, вĕсен тулашĕнче те лартса, ял урамĕсене илемлетеççĕ. Пирĕн фотограф кăçал виçĕ ялти – Утар­культи, Кебеçри, Ташлăкульти - 75 килкартишĕнче пулса курчĕ. Чечек юратасси çын мĕнле чĕлхепе калаçнинчен килмест. Пирĕн уява тутар, пушкăрт ялĕсенче пурăнакансем хутшăнаççĕ, ибрай­сем тата утеймулласем хăйсен çурт çумĕнчи участокĕсенче тунă фотоÿкерчĕкĕсене ярса параççĕ.
Читайте нас: