Пур хыпар та
Общество
22 Августӑн 2020, 16:50

Ырă чĕреллĕ çын

Вăл кăмăллă пăхакан, йăл кулăллă, уçă чĕреллĕ çын. Яланах пулăшма хатĕр тата кашнишĕн ырă сăмах тупать.

Çак çын – Вера Троценко. Вăл паян хăйĕн юбилейне паллă тăвать. 65 çул тултарать. Çак хĕрарăм хăйĕн пурнăçĕн хĕрĕх çулне яхăн повар профессине панă. Ăна Толбазăра кăна мар, районта та нумайăшĕ пĕлет. Вера Асавпуç ялĕнче çуралнă. Шкул пĕтернĕ хыççăн Толбазăра сутуçăна вĕреннĕ. Магазинра нумай та мар ĕçленĕ хыççăн райпо столовăйне повар пулса ĕçе вырнаçма шут тытнă. Унта 15 çул ĕçленĕ. Çавăн хыççăн ăна 2 №лĕ шкула ĕçлеме чĕннĕ, унта вăл чĕрĕк ĕмĕре яхăн учительсем тата ачасем валли тутлă апат хатĕрленĕ. Коллективпа çак кунсенче çеç сывпуллашнă. Поварăн ĕç кунĕ ирпе ирех пуçланнă, вăл кухня алăкне пĕрремĕш пулса уçнă. Педагогсем тата ачасем килсе çитнĕ тĕле столовăйĕнчен тутлă шăршă кĕнĕ. Çакă питĕ яваплă професси, тÿсĕмлĕх, тирпейлĕх ыйтать. Кашни кун çĕршер ачана кăнтăрлахи апат çитермелле. Хăçан-тăр вĕсен хисепĕ ултçĕре çитнĕ, халĕ чылай сахалрах.
- Вера Васильевна – чăн-чăн повар. Питĕ тутлă пĕçерет, чĕлхене çăтса ярăн. Апата питĕ пысăк кастрюльсемпе пĕçермелле, тата тутлăхлă та пулмалла. Анчах уншăн çавă яланах ал çеммиччĕ, - çапла калаççĕ ун çинчен шкулта. – Яланах лайăх кăмăл-туйăмлă, ырă сунăмлă, кулăш туйăмĕллĕ. Çулла повар шкул çумĕнчи лагерьте канакан арçын ачасене тата хĕрачасене çитернĕ. Ăна кашни çул Ибрагимов ячĕллĕ лагере икĕ смена ĕçлеме йыхравланă. Тутлă пĕçерекен, ăшалакан çак ырă аппана ачасем яланах савăнса кĕтсе илнĕ.
- Апата лайăх кăмăл-туйăмпа хатĕрлемелле. Маншăн çакă яланах чи кирли пулса тăрать. Çак çулсем тăршшĕне вĕсемпе туслă ĕçленĕ ĕçтешсене, шкул коллективне тата ачасене тавтапуç, - тет Вера Васильевна.
Вера Троценкăна нумайăшĕ Российăн хисеплĕ донорĕ пек пĕлет. Вăл 100 хут яхăн юн панă. Миçе пурнăçа çăлса хăварнине куç умне ÿкерме те хĕн. Вăл хĕрпе ывăл пăхса ÿстернĕ, халĕ ăна икĕ мăнукĕ савăнăç кÿреççĕ.
Лиана Карпован фотоӳкерчӗкӗ.
Читайте нас: