Аургазă хыпарçи
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
22 Августӑн 2020, 12:55

Компьютерщикран – фермера

Пандеми пĕчĕк бизнес- ра ĕçлекенсемшĕн уйрăмах чăн-чăн тĕрĕслев пулса тăнă. Нумайăшне хăйсен пурнăç планĕсене çĕнĕрен пăхса тухма тивнĕ. Телее, сасартăк килсе кĕнĕ улшăнусенче мĕн-тĕр лайăххине тупма пултарнă çынсем те пур.

Нагадак ялĕнче пурăнакан Владислав Ананьев та çавăн пек çынсем шутне кĕнĕ. Çичĕ çул каялла вăл Стерлитамакри педагогика колледжĕнче информатика учительне вĕренсе тухнă, çавăн хыççăн хулара ĕçлеме юлнă. Юлашки вăхăтра хăйĕн мастерскойĕнче компьютер техникине юсанă. Ĕçтешĕсемпе пирĕн патра, Пушкăртстанра, система блокĕсем валли корпус туса кăларас енĕпе пысăк мар производство уçма хатĕрленнĕ. Кăçал çуркунне инвесторсемпе калаçу ирттерме Китая каясшăн пулнă. Анчах эпидеми пуçлансан плансем пурте пĕтсе ларнă. Юлашкинчен ашшĕпе амăшĕ ăна арăмĕпе, Аннăпа, тата ывăлĕпе, Дмитрийпа, вăхăтлăха Нагадака куçма ÿкĕте кĕртнĕ.
- Манăн «Виктория» сортлă çĕр çырли çитĕнтерекен туссем пур. Вĕсем мана март-апрель уйăхĕсенче хăнана чĕнчĕç, компьютер сетьне, видеосăнав тата ыттине майлаштарма пулăшу ыйтрĕç. Анасем çинче пулса куртăм, хуçалăхне пăхса çаврăнтăм, манăн та ялта çĕр пурри çинчен каларăм. Вĕсем мана унта çырла лартма сĕнчĕç, - каласа парать ĕçе пуçăнакан фермер.
Владислав ашшĕ-амăшĕн çуртне хирĕçле 12 сотăй лаптăклă çĕр участокĕн формальноçĕсене тунă. Унта унччен тăкăрлăк, çерем çĕр пулнă. Ăна тракторпа сакăр хут алма тивнĕ. Хуçа тăпра пахалăхĕ пирки питĕ хумханнă. Мускаври агрономран консультаци илнĕ, тăпра тата шыв анализĕ ирттернĕ. Çакă удобренисем тĕлĕшпе перекетлеме май панă. Тăпрара тутлăхлă япаласем çителĕклĕ иккен. Шăварма участокра 9 кубла метр калăпăшлă бассейн, насус вырнаçтарса лартнă, шăвармалли лентăсем тăснă. Икĕ уйăх каялла пĕрремĕш тĕмсем лартнă.
- Пĕр пайне Италинчен заказпа туянтăм, ыттине – Голландинчен, СШАран. Российăра çитĕнтернĕ сортсем те пур. Пурĕ 7000 тĕм. Халĕ виççĕмĕш хут чечеке лараççĕ, анчах вĕсене пурне те татса тухатăп. Çитес çулта май пур таран тухăç паччăр тесе, ÿсентăрансене „хăвăртлататăп”, - планĕсемпе паллаштарать ял çынни.
Владислав Ананьев хăйĕн пысăк мар фермер проектне 700 пин тенкĕ хывнă та ĕнтĕ. Анчах та çакă юлашки хак мар. Çитес çул участокра панча лартма, унта автоматла шăваракан хатĕр тата кли- матконтроль пулĕ, çырласене хĕвелтен хÿтĕлекен ятарлă сеткăпа витме планлать. Тухăç пухма, сахалтан та, икĕ çын тара илме тивĕ. Тата унăн хăйĕн хуçалăхне хир пысăкăш анлăлатма ĕмĕт пур.
- Эпĕ халлĕхе район администрацине пулăшу ыйтма каймарăм, мĕншĕн тесен хăвăн хуçалăхна тытса пырасси мĕн пулнине ĕçре курас килчĕ. Малтан пĕрремĕш тухăçа тутанса пăхăпăр, унтан малалла мĕн тумаллине шутлăпăр. Ялта юласшăн. Хула хваттерĕнче читлĕхри пек ларас килмест. Эпĕ хама ял çынни тесе шутлатăп, мана кунта çăмăлрах, интереслĕрех тата хăтлăрах, - терĕ Владислав Ананьев.
Читайте нас: