"БСК паян ту ҫинчен каять тата эсир те каятӑр. Куштау пирки пурне те тивӗҫтерекен решени тупмасӑр ту сине никак та пырса кӗмӗ тесе самах паратӑп", - тенӗ вӑл.
Унсӑр пуҫне регион Пуҫлӑхӗ Степлитамакри шихансем тӑрӑх Обществӑлла Совет йӗркелесси ҫинчен сӗнӗве ырланӑ. Лидер пулса тӑракан экоактивистсемпе ыранах советӑн пӗрремӗш ларӑвне чӗннӗ.
Хабиров ҫаплах ту хӳтӗлевҫисем "Сода" компани Куштау ҫинчи строительство тата йӑла ҫӳп-ҫапне пуҫтарса илме ыйтнипе те килӗшнӗ.