Пандеми тапхăрĕ, ниме пăхмасăр, пире пĕрлештерчĕ, вăйлăрах пулма, пĕр-пĕриншĕн тăрăшма вĕрентрĕ. Шăпах çавăнпа эпир потребительсемпе тата тачăрах çыхăну йĕркелес, халăх нушисене ăнланас тата йăлари хытă каяшсемпе çыхăннă кирек епле ыйтăва татса пама пулăшас тесе пурне те турăмăр, сирĕншĕн меллĕ пулма хирĕçле çыхăнăвăн тĕрлĕ формисене йĕркелерĕмĕр.
Пысăк хатĕрлĕх тапхăрĕнче дистанциллĕ ыйтса çырмалли май тăвасси пĕлтерĕшлĕ çул-йĕрсенчен пĕри пулса тăчĕ. Паянхи кун тĕлне ăна çакăн пек тума пулать:
- office.roecocity.ru сайтĕнчи клиент кабинечĕ урлă;
- Android операци системин никĕсĕнчи смартфонсем валли Play market магазинти çĕнĕ мобиллĕ приложенинче. Çывăх вăхăтра приложени App Store уçлăхĕсенче те пулса тăрĕ;
- „Хĕрÿ линийĕн” теле-фонĕсемпе куллен 8.00-20.00 сехетсенче: 8(347)298-04-90, 8-965-939-49-00 (Билайн), 8-989-959-49-00 (МТС), 8-937-497-49-00 (Мегафон).
Анчах та çынпа çын хутшăннине нимĕн те çитмест, çавăнпа та кашни муниципалитетра территорири представитель ĕçлет. Сиртен нумайăшĕ ăна пĕлеççĕ пулĕ – вăл Масагутов Олег Мансафович. Консультаци кирлĕ пулсан, офиса пыма пултаратăр. Унăн адресĕ: Толбазă ялĕ, Ленин урамĕ, 109 çурт, 2-мĕш хут. Е tp05@roecocity.ru электронлă адреспа e-mail ярса парăр.
Представитель йăлари хытă каяшсем турттарса тухас сферăри кирек епле ыйту çине хурав тупма пулăшĕ, сăмахран:
- контейнер площадкисене кирлĕ пек тытса тăрассине тивĕçтересси;
- договор тăвасси тата ăна пурнăçланине тĕрĕслесси;
- пурăнмалли çурт-йĕр çук тата çĕнĕ çурт туса лартнă чухне çĕнĕ договор тунă тĕслĕхре çĕнĕрен шутласа пама ыйтса пырасси;
- санкцилемен çÿп-çап вырăнĕсем, çаплах вĕсене йĕркелекен тÿрĕ кăмăллă мар çынсене тупса палăртасси; халăх валли майлаштарса лартнă контейнерсене хăйсен каяшĕсене вырнаçтаракан юридически лицосене тупса палăртасси;
- дебитор парăмĕпе ĕçлесси;
- йăлари хытă каяшсем пухмалли вырăнсене тата турттарса тухмалли графика палăртас енĕпе потребительсемпе пĕрле ĕçлесси тата ыт.те.
Территорири представитель пекех, кашни çын ырлăхĕшĕн начар çанталăкра та, эпидеми сарăлса кайнă вăхăтра та каяшсем турттарса тухас сферăра ытти нумай çын ĕçлет: мусоровозсен водителĕсем, сортировщиксем, грузчиксем, полигонсен работникĕсем тата регоператорăн ытти сотрудникĕсем. Миллионшар çыннăн пурнăçĕнчи каяшсемпе малалла ĕçлесе, хамăрăн сывлăха куллен теветкеллĕхе кĕртсе, эпир çынсен хăрушсăрлăхĕшĕн явап тытатпăр, таврари хутлăхшăн тăрăшатпăр. Эсир вара хăвăрăн çурт çумĕнчи тасалăхшăн тăрăшатăр, йăлари хытă каяшсене турттарса тухас енĕпе пулăшушăн вăхăтра тÿлетĕр. Темиçе кун е эрне çÿп-çап турттарса тухмасан мĕн пулассине куç умне кăларса тăратма хăрушă вĕт.