Пур хыпар та
Общество
5 Августӑн 2020, 14:00

Табак туртнăшăн штраф хурĕç

Пушкăртстанра обществăлла вырăнсенче табак туртнăшăн штрафсем çинчен закон вăя кĕнĕ.

Халĕ парксенче, транспорт чарăнăвĕнче туртнăшăн 500 тенкĕ тÿлеме тивĕ, йĕркене тепĕр хут пăснăшăн – пĕр пин тенкĕ. Çак чикĕлевсем кальян туртма юратакансене те пырса тивеççĕ.
Парксенче, транспорт чарăнăвĕсенче, шыв хĕрринчи урамсенче, обществăлла транспорт чарăнăвĕсенче, кану, туризм, спорт занятийĕсем валли уйăрнă терри­торисенче, уçă сывлăшра халăх валли мероприятисем ирттермелли вырăнсенче туртма чарнă.
Çак решение туртман çынсен сывлăхне табак тĕтĕмĕнчен сыхлас тĕллевпе йышăннă.
Читайте нас: