Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
5 Августӑн 2020, 13:00

Çĕр участокĕ вырăнне укçа

Пушкăртстан влаçĕ çĕр участокĕ илме черетре тăракан нумай ачаллă çемьесене, альтернатива пек, 250 пин тенкĕ укçан тÿлев сĕнме шут тытнă.

Республика Пуçлăхĕн Радий Хабировăн шучĕпе, çакă пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса парассине хăвăртлатма май парĕ, мĕншĕн тесен нумай ачаллă чылай çемьен, коммуникацисемпе çĕр участокĕ илес пулсан та, малалла строительствăна илсе пыма май çук.
Радий Фаритович çак укçапа пурăнмалли условисене лайăхлатма çеç усă курма юранине палăртнă. Компенсаци­не тĕрĕслесе пăхмалли йĕркепе сентябрь­тен пуçласа тÿлеме тытăнма планлаççĕ.
Читайте нас: