Пур хыпар та
Общество
4 Августӑн 2020, 11:35

Çуралман ача сасси

Николай ИШЕНТЕЙ.

ҪУРАЛМАН А Ч А С А СС И
Поэма
ПӖРРЕМӖШ ЭРНЕ
Пӗлмест пӗр ҫын та чун хушӑннине,
Ҫак тӗнчене “ҫӗн кайӑк" килнине.
Анчах та эпӗ пур. Пурнатӑп, ав, эрне.
Хам сӑмаха калатӑп тӗнчене.
Пӗлмест анне те эпӗ пуррине,
Пӗлмест атте те эпӗ килнине.
Анчах та эпӗ пур. Илтетӗн-и тӗнче?
Ман евӗр ҫын пулман-ха халиччен.
Ҫут уйӑх курчӗ: “Кӗмӗл кайӑк пуль”.
Хӗвел йӑл кулчӗ: “Ылтӑн кайӑк пуль".
Анне ҫаплах сисмест эп килнине,
Пӗлмест атте те эпӗ пуррине.
Е “ылтӑн-и", е “кӗмӗл-и’’ — ӑнланӑр:
Эп ҫын. Ҫынах. Ҫынран юласшӑн мар.
Телей курмашкӑн тивӗҫ те пур манӑн —
Этем прависӗр кайӑк пулас мар.
Тавах: тухаҫҫӗ уйӑхпа хӗвел.
Вӗсем пулсассӑн, ҫитӗ-ха мехел.
Тӗнче те пӗлӗ эпӗ пуррине,
Хисеплесе пуҫ тайӗ ман енне.
ВИҪҪӖМĔШ ЭРНЕ
Кама мӗн ӗҫ эп вӗтӗркке пулни.
Чи пӗчӗк чунӑн пур хӑйне пӳрни.
Пӗччен пурнатӑп хӑтлӑ керӗмре —
Парне те парӑм ҫук ман халлӗхе.
Кунҫул пама ыйтатӑп аннерен,
Телей сунма ыйтатӑп аттерен.
Ан шикленсемӗр парӑма кӗме —
Ӑна татмашкӑн хатӗрех парнем.
Парни хамах-ҫке: эп арҫын ача.
Сенкер куҫсем — ик йӑлтӑркка шӑрҫа.
Ман евĕр кӑмӑл тӗнчере пӗрре.
Ҫав кӑмӑл еккипе тапать чĕре.
Хӑрах питре вылять хӗвел ҫути.
Ҫиҫет ҫут уйӑх шевлипе тепри.
Ҫавна анне сисмест — чӗри сисет.
Курмасть атте те — кӑмӑлӗ килет.
Аннен ачаш чӗри эп килнӗрен
Чĕкеҫ пулса юрларӗ пӗр кана.
Ҫуначӗ тутана тивретнӗрен
Чӗкеҫ чӗлхиллĕ турӗ вӑл мана.
Атте чӗри салатнӑ тӗвӗрен
Хӑватлӑ кӑйкӑр тухрӗ ирӗке.
Ҫуначĕ кăмăла ҫӗкленӗрен
Ҫав кăйкӑр евĕр чунӑм ĕрĕхет.
Вунсакӑр кун тултартӑм эп паян,
Вунсакӑр ҫул та ҫитӗ пурӑнсан.
Ман сассӑма та илттĕр ҫут тӗнче,
Ан мантӑр шутлама суйлавсенче.
Вут кайӑк кӑмӑлне туять поэт,
Сар кайӑк сассине илтет поэт.
“Ҫĕн кайӑка” та эс пĕрре тӑнла,
Ман сассӑма пӗр ӑстрӑм рифмӑла.
Тĕнче суйлавĕ пулмалла тепре,
Унта суйлаҫҫӗ ҫӗнӗ ӗмӗре.
Ҫав суйлавра бюллетеньсем ҫеҫ мар,
Кашни ҫынна чун хӗлхемне тыттар.
Ман сассӑма пӗр ӑстрӑм рифмӑла,
Суйлавҫӑ пана сас тесе шутла.
Чун тĕпĕнчен ҫут тӗнчене кӑлар —
Эп халь этем прависӗр кайӑк мар.
ҪИЧЧĔМӖШ ЭРНЕ
Ак хускалаҫҫё пӗчĕк аллӑмсем,
Ак вылянаҫҫӗ ӗнтӗ урасем.
Эп юратасшӑн пултӑм аннене,
Чуппа тӑвасшӑн пултӑм аттене.
Вӗсем шутлаҫҫĕ урӑххи ҫинчен —
Пустуй ҫĕклем чӑрмантарать иккен.
Анне калать: "Пулмасть ÿстересси”.
Атте калать: "Ҫĕклемĕ ытлашши”.
Ҫав ҫӗклеме пӑрахмалла вĕсен —
Ҫемье бюджечӗ шăтăклӑ иккен.
Ма пӑлханатӑр-ха, атте-анне?
Эп ҫитӗнсен саплатӑп шӑтӑкне.
Чӗлхем туять чĕкеҫ эреветне,
Туять-ҫке кӑмăл кăйкăр хӑватне.
Анчах никам та сассӑма илтмест,
Никам та шухӑш-кӑмӑла сисмест.
Атте ятлать ҫĕршыв ҫулне-йӗрне,
Анне ятлать инфляци йыттине.
Ма кулянатӑр-ха, атте-анне?
Тяппи ман пусĕ тӗрĕс ҫул ҫине.
Чупма хатӗрленеҫҫӗ урасем,
Чӑмӑртанаҫҫӗ пӗчӗк алӑсем.
Тата кӑштах ӳсем-ха: ун чухне
Хÿтерӗп эп инфляци йыттине.
Парламентăн сӑвапсӑр саккунне
Ма ылханса вӑрҫать атте-анне?
Мӗнле парламент? Ун мĕнле саккун?
Пӗлетĕп эп: саккун пур юратун.
Пĕлетĕп эп: тытать вӑл тӗнчене,
Ҫыхӑнтарать телей кӑвапине.
Ӑна пӑхӑнакан кашни этем
Пулмасть тӗнчешӗн ытлашши ҫĕклем.
...Телей саккунӗн ҫитӗ-ши мехел?
Хавхалантарчӗҫ уйӑх та хӗвел:
Пехил парсассӑн аҫупа аннӳ,
Мехел ҫитет, иртет иккӗлену.
Юратупа ачашлӑх саккунне
Пӗрле илсе тухас-ха тӗнчене.
Ман ал-ура тӗрекленсессӗнех
Унпа тивӗҫтеретӗп кашнинех.
Пархатарне кӑтарттӑр тӗнчене,
Телейлӗ тутӑр пур телейсӗре.
Васкамалла ман ирӗке тухма,
Сӑвапсӑр саккуна ылмаштарма.
...Анне чӗри шакканине илтетӗп.
Чуна ҫӳҫентерсе сиксе илет вӑл.
Ман сисӗм органӗ илет хыпар:
Тӗнче аннен ачаш арки ҫеҫ мар.
САККӐРМӖШ ЭРНЕ
Такам шари туса ҫухӑрнӑран,
Шартах сиксе вӑрантӑм ыйхӑран.
Аппа ку, Таня. Килнӗ садикрен.
Ӑна эп уйӑратӑп сассинчен.
Эп чышкӑпа юнатӑп Таньӑна:
Эй, пысӑк хĕр, мӗн кирлӗ-ха сана?
Пурнатӑн ирӗк аслӑ тĕнчере.
Ташлас чухне ҫӳрен йĕре-йӗре.
Тухмарӗ сасӑ хӑтлӑ керӗмрен —
Кӑшкӑрнине пулмарӗ илтекен.
Эп, авӑ, куртӑм-илтрӗм пӗтӗмпех:
Канашлӑва пуҫтарӑнать ҫемье.
Эпир тӑваттӑн хамӑр ҫемьере:
Атте, анне, Танюша, эп тепре.
Анчах ҫемье канашӗ, иҫмасса,
Нихҫан та итлемест-ҫке ман сасса.
Танюшӑпа калаҫрӗҫ аслисем,
Мана сӑмах чӗнмеҫҫӗ те вӗсем.
Аттешӗн эпӗ чӗрӗ чун та мар,
Аннешӗн эпӗ тан праваллӑ мар.
Йӗрет-ҫке Таня. Мĕншӗн вӑл йӗрет?
Кӳренчӗклĕ саспа пит ӗсӗклет.
Йӗрет вӑл тантӑшне кӳреннӗрен,
‘‘Чӑваш чӗппи” тесе витленӗрен.
Эх, Таня, Таня! Эс мӗскер тӑван?
Ху пысӑк ӗнтӗ — пурпӗрех айван.
Анне чӑваш, атте чӑваш — пӗлен.
‘‘Чӑваш" тенишӗн мӗншӗн кӳренен?
“Чӑваш чӗппи" тесе чĕнсен мана,
Чуп тунӑ пулӑттӑм калакана.
Ҫынсем асӑрхани — телей вал, Таня.
Мана ҫак тӗнчере, ав, пурте маннӑ.
Анне илет сана арки ҫине,
Парать йӑваш чӑваш ачашлӑхне.
Эх, Таня, Таня! Эс ҫаплах йӗрен,
Мӑнаҫланас чухне эс куренен.
Атте пуҫлать сана лăплантарма,
Хӑватлӑ алӑ илчĕ ытама.
Эх, Таня, Таня! Ма тута тăсан?
Хавасланас чухне эс юншăхлан.
Чӗкеҫ пулса вӗҫсе тухас килет,
Хĕр ачана ман йăпатас килет.
Часрах тухасчĕ ҫутӑ тёнчене,
Шăлса илесчĕ Таня куҫҫульне.
...Ача йĕрет — анне хута кĕрет,
Атте ятла-ятла ăс вĕрентет;
“Калаҫ ялан аван чĕлхепелен,
Йăлтах ман ху чӑваш пулни ҫинчен".
Атте, мĕскер калатăн эс пире?
Мĕнле аван чĕлхе пур тĕнчере?
Чи аванни — атте-анне чĕлхи.
Унпа ӑҫтан тавлашĕ урăххи.
Илтетӗр-и: чӗлхемӗр те чӗтрет.
Чӗлхе те Таньӑпа пӗрлех йӗрет.
Пӗрне лӑпкаҫҫӗ, тепӗрне таптаҫҫӗ,
Мӑшкӑлласа ҫӳп шӑтӑкне яраҫҫӗ.
Ачаш та ырӑ кӑмӑллӑ анне!
Мӗн-ма хута кӗместӗн чӗлхене?
Мӗн-ма илместӗн арӑку ҫине?
...Лӑпланчӗ Таня — ӗсӗклет чӗлхе.
Патвар та ҫирӗп кӑмӑллӑ атте!
Мӗн-ма хутӗлеместӗн чӗлхене?
Мĕн-ма илместӗн кӑмӑл ытамне?
...Йӑл кулчĕ Таня — хаш сывлать чӗлхе.
Атте-анне мана итлеменрен
Часрах тухас килет ҫак пӳлӗмрен.
Чӗкеҫ пулса вӗҫесчӗ тӗнчере,
Лартасчӗ хам ҫине чӗлхемӗре.
ТӐХХӐРМӖШ ЭРНЕ
Пӗлетӗп эп кулма та, кӳренме те.
Куратӑп та илтетӗп чиперех.
Телей ачи пулма ӗмӗтленетӗп.
Хӗвел ҫути ҫитет-ҫке кашнинех.
Ман сисӗм органĕ пурне те пӗлӗ:
Сивве, ӑшша, усалпала ырра.
Несӗлсене пӗр вунӑ ӗмӗр ӗлӗк
Упранӑ сыхлӑх пурӑнать манра.
Чун сисрӗ усала — пытанмалла.
Пуҫа чикес анне чӗри айне.
Ҫырлахтарма инфляци йыттине
Мана персе парасшӑн пулмалла.
Анне! Анне! Хур шухӑшна хӳтер!
Шуйттан чури туса ан кӳрентер.
Арҫурие тухасшӑн мар, анне —
Ҫынна тухмашкӑн эп ӗмӗтленетӗп.
Арҫурисем ахаль те сахал мар
Шиклентереҫҫӗ чӑвашсен чунне.
Турат хуҫаҫҫӗ вӑрманта ҫеҫ мар,
Йӑлтах ватаҫҫӗ несӗл йывăҫне.
Чун сисрĕ усала — пытанмалла.
Анчах ниҫта та хутлӗх ҫук пулас.
Ман тӑхӑр сыпӑкри ват асанне
Юн таппинчен кӑларчӗ сассине:
Чӑваш хӗрарӑмӗ мӗн ӗлӗкрен
Шикленнӗ-мӗн ача амакӗнчен.
Шикленнӗ... Пурпӗр чун тӗпренчӗкне
Персе паман акар йыттисене.
Хӑрах урийӗ тупӑкра пулсан та
Ача кипкийӗсем ун пулнӑ янтӑ.
Хӗрарӑм чунӗсĕр этем кӑна
Хурах пусать пуль айӑпсӑр чуна.
Амак пулмастӑп саншӑн эп, анне.
Илтетӗн-и чӗреҫӗм таппине.
Эп сывӑ-ҫке. “Эпи” те пилсӗр мар.
Ача амакӗ халь хӑрушӑ мар.
Сӑпка юрри мана асамласан,
Анне кӑкри хӑй сиплӗхне хушсан,
Тӗпренчӗкрен ҫӗкленӗ пӑхаттир.
...Анне, тур панӑ телее ан сир.
Ӳссессӗн тухӑп эп “вут кайӑка”
Хутӗлемешкӗн мӗскӗн ҫынсене.
Акар йытти те тарӗ аякка
Инфляци те хӗстерӗ хӳрине.
Анне, ҫӑлсам чӗрӳн тӗпренчӗкне.
Ан ил хур ҫылӑха чӗрӳ ҫине.
Турри шутлатӑр юлнӑ кунсене.
Йытта персе ан пар, анне!
...Анне-е!
ВУННӐМӖШ ЭРНЕ
Скафандр пек кӗпе хӳтлӗхӗнче
Эп кутӑн-пуҫӑн ҫаврӑнма пӗлетӗп.
Атте, ҫакна курман-ҫке эс пӗрре те,
Эп саншӑн чикелентӗм хальхинче.
Атте, мĕн-ма каллех сӑмах чӗнместӗн.
Тен, халӗ те мана эс ҫын теместӗн?
Атте, манран эс ним те ан пытар —
Эп халь ҫынран нимпе те катӑк мар.
Арҫынпала арҫын калаҫнӑ пек
Кала тÿрремӗн: мӗншӗн кунӗпе
Эс йывӑр шухӑш-кӑмӑлпа ҫӳретӗн,
Саманана та ылханса илетӗн?
Тĕнче пасарĕ кӗр кӗрлет, анчах
Аллу сан ӗҫ патне пымасть пачах.
Эс тăхăр сыпӑкри асаттерен вӗрен —
Пасарсенче те илнĕ вӑл тĕрек.
Ҫич уйӑх илейменшӗн ӗҫ укҫи
Питех ан хуҫӑл — ҫирӗп хулпуҫҫи.
Чӑваш чӑтма вӗреннӑ ӗмӗртен.
Тата кӑштах чӑт эп ҫураличчен.
Эп — сывӑ ҫын — сан кӑмӑлна ҫӗклетӗп,
Эп кутӑн-пуҫӑн ҫаврӑнма пӗлетӗп.
Пулсассӑн ку чухне ҫаврӑнӑҫуллӑ,
Пасар ӗмри те килӗ ӑнӑҫуллӑ.
Чӑтсам тата кӑшт, чӑтӑмлӑ атте!
Ылханлӑ арҫури ан ту манран.
Ар пуҫӗн ҫулӗ терт-нуша енче,
Малашлӑха курать вӑл ачинче.
Чӑваш ар пуҫӗнче кантра ҫӗрмест,
Ҫынна кӳрентерни ҫӗре ӳкмест.
«Ар ывӑлне сутса яран ар пуҫӗн
Кунҫулӗ типӗ шанкӑ евӗр хуҫӑк.
Чӑваш чунне тӗвӗлекен атте!
Мӗн-ма ултав ачи тӑван манран?
Пулас ачу ултав ачи пулсан,
Килес кунне мӗнпе сыпӑнтаран?
Чӑтсам, атте, ан хуҫӑл ытлашши.
Тӑхта ултав ачи тума манран.
Эп ҫакӑ ҫутӑ тӗнчене тухсан,
Чечек те ҫурӗ несӗл йывӑҫҫи.
ВУНПӖРМӖШ ЭРНЕ
Пуҫ пӳрнине ӗметтӗм киленсе...
Сисмен те, эпӗ кайнӑ тӗлӗрсе.
Ҫӑхан сӑмсиллӗ ҫын килсе кӗрет,
Телей кӑвапине касса илет.
Хӑла юлах тиха хӳри ҫумне
Ҫыхасшӑн вӑл телей кӑвапине.
Хӑла тиха кӗҫ-вӗҫ тапса сикет,
Акар йытти ман хыҫҫӑн ӗрӗхет.
Ӳт-пӗвӗм сӳ тӑвать. Шартах сиксе
Вӑрантӑм эп хӑрушлӑха сиссе.
Тӗнче ахӑлтатать: ‘‘Чӑваш чӗппи,
Пӳрне телейӗпех ҫырлах, эппин'’.
Тулли телей валеҫекен тӗнче!
Инкек ачи туса ан кӳрентер!
Шӑпа телейӗ кӑвапа ҫинче.
Вӑл пур пулсан, эп сывӑ та чипер.
Телей ачи ҫуратакан тӗнче!
Инкек ачи туса ан кӳрентер!
Тулли этем эп. Ман юн таппинче
Кунҫул таппи те палӑрать чипер.
Чӑваш чунне тӗвӗлекен тӗнче!
Тӗнче кулли туса ан кÿрентер!
Арҫурие тухса вӑрмансенче
Ҫӗтсе ҫӳресшӗн мар-ҫке эпӗ те.
Ахаль те чӑвашсем ҫут тӗнчере
Ҫӗтсе ҫӳреҫҫӗ тӗрлӗ ҫӗрсенче.
Пур вӑй-халне те пултарулӑхне
Вӗсем параймӗҫ хӑйӗн халӑхне.
Ҫак пурӑнӑҫ — хӑналӑх ҫеҫ.
Пӗрех ачашӑн та сӑйлавӗ хӗсӗкрех.
Ларасшӑн мар эп кун кӗрекинче,
Ҫынна ҫитесчӗ тетӗп ҫул ҫинче.
Тӗнче! Тӗнче! Кӗтрет ҫути тӗпрет —
Ҫухалнӑ ҫын та тупӑнса килет.
Кун куркине тыттар эс кашнине,
Ан питӗрсем кунҫул калинккине,
Эй, ҫут тӗнче! Кӗртҫемччӗ хӑнана!
Хам кӗпене саклат парап сана.
Пулаҫ ача шӑписене татни
Пулать-и пурнӑҫра саплаштарни?
ВУНИККӖМӖШ ЭРНЕ
Пуҫхĕрлӗ ӳкрӗм эп чикеленсе,
Тĕнче мана илтменшӗн кӳренсе.
Кайран лӑш пулнӑ пит ывӑннӑран.
...Мухтав юрри вӑратрĕ ыйхӑран.
Янрарӗ гимн Чӑваш Республикин.
Ҫурхи тӗнчемӗр чӗрӗлет-ҫке тин.
Такам чӗри сикет савӑнӑҫпа.
Ман чунӑм тулнӑ йывӑр хуйхӑпа.
Мухтав юрришĕн хапӑл самана
Илтмест пулас ҫуралайман ҫынна:
Аннеҫӗм кайрĕ тухтӑрсем патне
Татса яма телей кӑвапине.
Анне ларать шап-шурӑ пӳлӗмре,
Шутлаҫҫӗ минутсем ман ӗмӗре.
Ҫут хачӑ пурнӑҫ ҫиппине касать.
Эй, турӑ. Тухтӑр та хурах пусать.
Анне выртать шап-шурӑ пӳлӗмре,
Шутлаҫҫӗ ҫеккунтсем ман ӗмӗре.
Мухтав юрри ҫуратнӑ самана
Илтес темерӗ хурлӑхлӑ ҫынна
Мухтав юрри ҫуратнӑ самана
Илтет пулас поэтсене кӑна.
Ман сассӑма та рифмӑла, поэт.
Тӑнлатӑр самана та президент.
Куратӑп эп: кӗрекере поэт.
Куран куҫпа вӑл курмӑша перет.
Анчах куран куҫа тусассӑн курмӑш,
Сӑмах ӗречӗ кӗвӗленӗ урмӑш.
Илтетӗп эп: трибунӑра поэт.
Илтен хӑлхи ун илтмӗше перет.
Хӑлха ҫине суя упа пуссан,
Чӑн-чӑн упа ташӑҫине тухать.
Тӑнлать мана каҫалӑкри поэт.
Нуша курни нуша мӗнне пӗлет.
Хӑватлӑрах пулаймӑн турӑран —
Мана эс ҫӑлайманшӑн ан кулян.
...Анне чӗри тапать, тапать, тапать...
Халатлӑ тухтӑра вӑл тав тӑвать.
Мухтав юрри пулса та ҫаврӑнать,
Хурчка пулса чуна тӑпӑлтарать.
Ман тӑхӑр сыпӑкри ват асанне
Юн таппинче кӑларчӗ сассине:
"Ҫамка ҫине этем ҫураличчен
Турри хура ҫыру ҫырать иккен”.
...Ман юлашки ҫеккунт юн тумламне
Ҫӗре ӳкермӗ... Ах, анне!...
...Сасси ҫӗтсен те, янӑрарӗ ахрӑм.
Куҫать вӑл сӑвӑ ҫаврӑмне вӑраххӑн.
АХРӐМ ҪАВРИ
Сӑпка юрри савмасть пуш сӑпкана.
Мухтав юрри савать мухтакана.
Укҫа куҫасшӑн укҫалли патне.
Шырать телей те телейлисене.
Чапли мухтать хӑй пек чаплисене.
Вӑйли те ал тытать вӑйлисене.
Хӑватсӑрри патне хӑват куҫмарӗ.
Телейсӗрри патне телей пымарӗ.
Ҫуралайман ачашӑн сӳнчӗ ҫутӑ.
Тӗнчемӗр курмӑш пулчӗ-ҫке ӑна.
Пуҫа ухса сӑмах пуҫларӗ ода.
Ҫав кӗвӗпе янрарӗ самана.
Мухтав параппанне ҫапа-ҫапа,
Ҫӗкленчӗ параппанҫӑ та чаппа.
Ҫуралайман ача сасси ҫӗтет —
Ун ахрӑмӗ чуна шиклентерет.
Ҫуралайман ача шӑпиллӗ лира
Телейсӗр ахрӑм сас ҫине ҫеҫ пырӗ.
Лӑплантарасшӑн мӗскӗн мӗскӗне
Тӗртсе пӑхать чи ҫепӗҫ хӗлӗхне.
Хӳхлев юрри тумлатрӗ куҫҫульне
Хӗрес ҫинчен поэт чӗри ҫине.
Анчах та икӗ тӑлӑх — тӑлӑх мар.
Пӗрле пулса хивре сӑмах калар.
ЭП ВИЛСЕН ТЕПЁР ҪУЛ
Анне мана пӑрахсан,
Йытӑ пычӗ туллама.
Тартӑм-тартӑм йытӑран —
Кӑшлаймарĕ чунӑма.
Атте манран пӑрӑнсан,
Ҫулӑхрӗ хура ҫӑхан.
Тартӑм-тартӑм ҫӑханран —
Чунӑм хӑтӑлчӗ аран.
Пӑрахсассӑн та анне,
Пӑрахмасть уйри ҫӑка.
Уй пурне те курнӑран
Эп те пӑхрӑм аякка.
Пӑрӑнсассӑн та атте,
Пӑрӑнмасть лаштра юман.
Эп сире те халь илтеп
Вӑрманта хӑлха пуртан.
Анне мана пӑрахни
Шӑп ҫулталӑк ҫитнине
Мӑрьере ҫил шӑхӑрни
Йыхравларӗ каҫхине.
Манӑн чунӑм ҫӗр хута
Таврӑнчӗ тӑван киле.
Кӗтӗм эп ҫурхи сада
Ӳхӗ пек хӳхле-хӳхле.
Чӗвӗлти чӗкеҫ пулса
Лартӑм пĕр турат ҫине.
Эреветлӗ юрласа
Систеретӗп килнине.
Ирхине атте, анне
Сада тухрӗҫ ман пата.
Ҫуралайман ывӑлне
Паллаймарӗҫ, тупата.
Ҫуралман ҫын чунлине
Чухлаймарӗ-ши аттем?
Чунӑм чӗкеҫ пулнине
Тӗшмӗртмерӗ-ши аннем?
Таня ҫеҫ аслисемпе
Эпӗ халиччен илтмен
Ӑнланма ҫук чӗлхепе
Чӗвӗлтетрӗ тем ҫинчен.
Ҫепӗҫ аллипе анне
Ачашларӗ Таньӑна.
Темӗнле ют чӗлхепе
Юрӑ вӗрентет ӑна.
Атте вӑйлӑ аллипе
Вӗлт ҫӗклерӗ Таньӑна,
Урӑх халӑх чӗлхипе
Ӑс парать пулас ӑна.
Тӗлӗнтӗм эп чăннипех:
Тӑван чӗлхем ҫӗтнӗ-шим?
Е ӑна та ман пекех
Йытта персе панӑ-шим?
Чӑваш чӗлхи ман пекех
Арҫурие тухнӑ-ши?
Кӗреймен-ши хӳтлӗхĕ —
Йытӑ ҫисе янӑ-ши?
Курӑк пулса тайӑлса
Сĕртӗнетӗп аннене.
Вӑл хӑварчӗ таптаса
Йыт ҫӳппи пек ачине.
Турат пулса авӑнса
Ыталатӑп аттене.
Ку та ывӑтрĕ хуҫса
Йыт хӳри пек ачине.
Пултӑм эп хура ҫырла —
Илӗртетĕп Таньӑна.
“Йыт ҫырли” тет пулмалла
Тапрӗ ывӑтрӗ мана.
Йыт кӑшланӑ телейпе
Халь ҫӳретӗп ҫĕрӗпе,
Хӑрушла йӗре-йӗре
Хӑратас тесе сире.
Читайте нас: