Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
4 Августӑн 2020, 12:25

Палăк лартасси – ырă ĕç

Кебеç ялĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунă ентешĕсене халалласа лартнă геральдика барельефне уçнă

Проект спонсорĕ – „СтройТехКом” ООО генеральнăй директорĕ, РФ тата ПР тава тивĕçлĕ строителĕ, çак ялта çуралса ÿснĕ Минираис Усма­нов. Палăка чаплăн уçнă çĕре пĕтĕм ялĕпе тенĕ пек пухăннă. Çавна ăнланма пулать. Асăнмалăх çапнă хăма çинче вăрçăра вилнĕ Кебеç ял тăрăхĕнчи тăхăр ялти 320 çыннăн ятне касса çырнă. Вăрçă ялти кашни çурта пырса кĕнĕ. Халĕ ял тăрăхĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăн пĕр участникĕ çеç – Николай Тихонов – пурăнать. Вăл 95 çулта.
- Фронта Кебеç ял тăрăхĕнчен 528 çын кайнă. Вĕсенчен 320-шĕ çапăçу хирĕнчен таврăнман. Вĕсен хушамачĕсене çак гранит çинче ĕмĕр асăнмалăх тунă. Вĕсем – кунта пухăннă çынсен ашшĕсем, аслашшĕ-кукашшĕсем, мăн аслашшĕ-кукашшĕсем. Кебеç ялĕнче 328 çын пурăнать. Вăрçăран пĕр пĕтĕм ял таврăнман тесе калама пулать. Эпир вăрçă хирĕнче пуç хунă хамăр ял çыннисен ячĕсене асра тытма тата хи­сеплеме тивĕçлĕ. Парка тата мемориал комплексне таса тата йĕркеллĕ тытса тăмалла. Унта нумай вăй хывнă, - терĕ ентешĕсене Минираис Марванович.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Зуфар Идрисов паллă мецената республикăна туса хунăранпа 100 çул пулнă тĕле юбилей медалĕпе наградăларĕ.
- Эпир Сире ырă ĕçĕрсемшĕн тав тăватпăр. Эсир хăвăрăн ял тата хăвăр ентешĕрсем çинчен нихăçан та манмастăр. Пирĕншĕн пысăк тĕслĕх пул­са тăратăр. Кебеçсене ентешпе ăннă, - тав турĕ ăна Зуфар Явдатович.
М. Усманов тăван кĕтесĕн про­блемисене пысăк тимлĕх уйăрать. Вăл социаллă объектсем - фельдшер-акушер пункчĕсем, музейсем, шкулсем - тăвать, реконструкцилет. Газификаци, шывпа тивĕçтерес, çулсене юсас ыйтусене татса пама пулăшать.
Кебеç ялсовечĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Фаниль Мулюков Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунă ентешĕсен паркне тир­пей-илем кĕртме пулăшу панăшăн Мини­раис Усманова Тав çырăвĕ пачĕ.
Уявра шкул ачисем, педагогика коллективĕсем тата районти Культу­ра керменĕн, Ташлăкульти Культура çурчĕн ĕçченĕсем вăрçă çинчен юрăсем юрларĕç, сăвăсем каларĕç.
Халĕ ял çыннисен ентешĕсен паттăрлăхĕпе мăнаçланмалли тата сума суса хисеплемелли чаплă вырăн пур. Тата çакă мĕнпурĕ – хăйсен ентешĕн пархатарлă ĕçне пула.
Читайте нас: